Паттăрсем манăçа тивĕç мар

Категория: В районе Опубликовано: 09.03.2021 08:18 Просмотров: 255

Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунĕнче "Единая Россия" парти пуçарăвĕпе районта йĕркеленĕ "Паттăрсен ячĕсене хỹтĕлетпĕр" акцие район пуçлăхĕ, Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Хĕç-пăшаллă вăйсен тĕрлĕ çар чаçĕнче тăнă ветерансем, культурăпа кану центрĕнче тăрăшакансем хутшăннă. Вĕсем Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем хунă. Сăмах май, çакнашкал акци районти пур ял тăрăхĕнче те иртнĕ.

 Рудольф Васильевич кун пек мероприятисен пĕлтерĕшĕ пысăккине, çĕр çинче мирлĕ пурнăç парнеленĕ çĕнтерỹçĕсене сума сумаллине, кашнийĕн историе асра тытмаллине, совет салтакĕн паттăрлăхĕпе мухтанмаллине тата хамăр мĕн пĕлнине ăруран ăрăва куçармаллине палăртнă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Апрель 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс.Метрика