Галина АФКИ: "Суд приставĕсен служби - манăн шăпа, пурнăç çулĕ"

Категория: В районе Опубликовано: 06.07.2021, 09:30 Просмотров: 418

Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Енри управленийĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен суд приставĕн уйрăмĕн аслă суд приставĕ - шалти ĕçсен службин майорĕ Галина Афки çак çăмăл мар ĕçре чылай çул тăрăшрĕ. Нумаях пулмасть вăл тивĕçлĕ канăва кайрĕ.

Галина Васильевна юстици органĕсенчи ĕç стажне 1983 çулта Патăрьел район судĕнче делопроизводительтен пуçланă. Профессилле ăсталăхне ỹстерсе пыни, ĕçе юратни, лидер пултарулăхĕ, мораль тĕлĕшĕнчен çирĕп пулни ăна карьера картлашкипе çỹлтен çỹле хăпарма пулăшнă. Малтанах ăна пĕр вăхăтрах суд ларăвĕн секретарĕ тата канцеляри заведующийĕ пулма шаннă. Хăйĕн ĕçне вăл яланах тỹрĕ кăмăлпа тата тĕплĕн пурнăçласа пыма тăрăшнă. Çак ырă ен шăпах унăн пурнăç çулне уçса пынă та. 1988 çулта Галина Васильевна Афкие Чăваш Республикинчи юстици министерствин тытăмĕнчи районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи суд приставĕн уйрăмĕн начальникĕ - аслă суд приставĕ пулма çирĕплетеççĕ. 2014 çулта районти уйрăмсене пĕрлештернĕ хыççăн вăл ертсе пыракан суд приставĕн уйрăмне Шăмăршă районĕ те кĕнĕ.

Икĕ ача амăшĕн йĕрке хуралĕн çăмăл мар службинче тăрăшуллă ĕçне ведомство тата патшалăх наградисемпе, сумлă ятсемпе, Хисеп грамотисемпе хакланă. Тĕрлĕ çулта вăл "10 лет ФССП", "За службу" III, II, I степеньлĕ, "Ветеран Федеральной службы судебных приставов", "150 лет основания судебных приставов", "За вклад в развитие ФССП России" медальсене тивĕçнĕ. Вăл - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ. Паллах, çак çитĕнỹ коллективăн ĕç результачĕ, пĕрлехи тăрăшăвĕ те. Ĕç ветеранĕ нумай çул пĕрле тăрăшнă сотрудниксене пурне те чун-чĕререн тав сăмахĕ калать.

Сăмах май каласан, Патăрьел районĕнчи суд приставĕн уйрăмĕ республика шайĕнче те кăтартуллусенчен пĕри. Раççей Федерацийĕн юстици министерствин Анатолий Кони медалĕ вара Галина Васильевнăн ĕçне хак паракан чи пысăк награда шутланать. Ăна тивĕçнисем республикăра çеç мар, Раççейĕпе те сахал.

- Суд приставĕсен служби - манăн шăпа, пурнăç çулĕ. Хамăн ĕçре тĕрлĕрен йывăрлăх сиксе тухсан та пуçра нихăçан та пуçăннă ĕçе çурма çулта хăварас шухăш çуралман. Паянхи çамрăксене тата коллектива служба ĕçĕнче ăнăçу çеç сунатăп,- кăмăлтан пĕлтерчĕ хисеплĕ ĕç ветеранĕ.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика