Инсульт

Категория: В районе Опубликовано: 26.10.2021 09:55 Просмотров: 139

Вăл пуç мими патне пыракан юн тымарĕсем пĕрĕннипе те пулма пултарать. Маларах çыннăн вăй-халĕ чакать, аллисем çывăрма пăхаççĕ, калаçу кĕскелет, пĕр куç япăхрах курать тата ытти те. 24 сехет хушшинче çак палăрăмсем вăйланаççĕ.

 Инсульт чирĕ те аталанса пырать. Ăна вăхăтра парăнтараймасан çын вилет. Çĕр çинче чĕрепе юн тымарĕсен тата рак палăрăмĕсем хыççăн пурăнас кун-çула татаканни инсульт шутланать. Чире парăнтараканнисен те чылайăшĕн ĕç тухăçлăхĕ чакать.

Мĕне пула хавшать-ха çын пурнăçĕ?

Юн пусăмĕ пĕр шайра тăманнипе.

Чĕрен ишеми чирĕ пулнипе.

Сахăр диабечĕ палăрнипе.

 Пирус туртнипе.

 Самăрăлнипе.

Сăра-эрех ĕçнипе.

Ỹсĕм çулĕпе ăруран-ăрăва куçакан чирсем те витĕм кỹме пултараççĕ.

Инсульт ытларах чухне кăнтăрла пулать. Пĕр енчи алăра, урара вăй-хал чакни палăрать. Вĕсем туймаççĕ. Калаçнине уйăрма çукрах. Кулнă чухне е шăла кăтартсан та сисме пулать. Хăшĕсем тăна çухатаççĕ. Пуçран çапнă пек ыратса каять. Çаксене сиссен тỹрех васкавлă пулăшу чĕнмелле. Вăл çитиччен вара, енчен те тăнне çухатнă пулсан çынна аяк çине вырттармалла, çăварĕнчен апат юлашкисене, шăл протезĕсене кăларса илмелле. Çын сывланипе интересленмелле. Каланине ăнланать пулсан кресло е диван çине меллĕ вырнаçтарса лартмалла. Çурăмĕ хыçне минтер хумалла. Кĕпен çỹлти тỹммисене вĕçертмелле. Тăвăр тумтире хывтармалла. Енчен те юн пусăмĕ 200 ммран иртсен халиччен мĕнле эмел ĕçнĕ çавна памалла.

Юн пусăмне кирек камăн та виçсе тăмалла. Апата тăварсăртарах çиме тăрăшмалла. Выльăх çăвĕсемпе пĕлсе усă курмалла. Пахча-çимĕçпе улма-çырла ытларах çимелле. Уйăхра 2 е 3 хутчен рациона пулă кĕртмелле. Пирус туртмалла мар. 30 минутран кая мар утмалла. Юнри сахăра тĕрĕслеттерсех тăмалла. Эрех-сăрана сивлемелле.

М. ПЛЕЧОВА, район больницин врач-неврологĕ

Газета

Архив материалов

Декабрь 2021
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Все новости

Яндекс.Метрика