Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне хаклаççĕ

Категория: В районе Опубликовано: 28.01.2022, 17:19 Просмотров: 362

Николай Тинюков, Патăрьел районĕн пуçлăхĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура кашни отрасль ĕçнех пĕтĕмлетрĕ, çĕнĕ тĕллевсене палăртрĕ. Район больницин тĕп тухтăрĕ пулнă май, мана ытларах сывлăх сыхлавĕн отраслĕнчи çитĕнỹсем пирки итлеме, ку тĕлĕшпе республика Правительстви умне лартнă тĕллевсемпе паллашма кăмăллă пулчĕ. 2021 çулта республикăра хута кайнă 53 ФАП-ран пиллĕкĕшĕ пирĕн районта уçăлни, унсăр пуçне Шăнкăртамра врач амбулаторийĕ ĕçлеме пикенни (кун пирки Олег Николаев Çырура та асăнчĕ) çынсен сывлăхне упрасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшакан тухтăрсемпе медработниксен ячĕпе, ытти çынсен ăнланулăхне хак парса Çырура тав сăмах калани те паян пĕлтерĕшлĕ.

Рудольф Селиванов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне тухнă Çыру - республика халăхĕн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантармалли, Правительство, Патшалăх Канашĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕ умне лартнă пысăк тĕллев, пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли тĕп документ. Çырура Олег Алексеевич иртнĕ çул республикăри çынсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсемпе, çав вăхăтрах çак тĕллевпе патшалăх 2022 çул валли хăй умне лартнă задачăсемпе паллаштарчĕ.

ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăçал та пандеми йывăрлăхĕсене пăхмасăр республикăра сывлăх сыхлавĕпе вĕрентĕве, культурăпа спорта аталантарас, тĕрлĕ ушкăнти çынсене социаллă хỹтлĕх парассипе пилотлă проектсене пурнăçа кĕртес, ял хуçалăхĕпе бизнеса аталантармалли, çемье институчĕн пĕлтерĕшне ỹстермелли тата ытти ыйтусене те пĕрле пурнăçа кĕртсе пымаллине палăртрĕ. Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă хастарсене халалланă 2021 çула пĕтĕмлетнĕ май Мухтавлă ентешĕмĕрсене халалланă çулталăкра пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетрĕ, халăх йăли-йĕркине аталантарас, чăваш чĕлхине, наци тĕррине малашне çул парас пирки те каларĕ. Çакнашкал ĕçсем пирĕн районта та ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Çырура Патăрьел районĕн ятне виçĕ хутчен асăнни те Юхмапа Пăла тăрăхĕ республика аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине çирĕплетет тесе шутлатăп. 2022 çулта та пĕрлехи вăйпа ял инфратытăмне, халăх пурнăçне лайăхлатас, çынсене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ырми-канми тăрăшма пурин те сывлăхсем пулччăр.

Валерий Антонов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăва тимлĕ итлерĕм. Олег Алексеевич республикăра пурăнакансен пурнăç условине хăтлăрах та илĕртỹллĕрех тăвассипе çыхăннă пур сферăри ыйтăва та хускатрĕ: шкулсем тăвасси, кивелнисене юсасси, пултаруллă çамрăксене хавхалантарасси, индивидуаллă предпринимательсене тата хăйсен ĕçне пуçаракансене, ял хуçалăхне пулăшасси, çул-йĕр тăвасси тата ытти те. Çавăн пекех çитменлĕхсене пĕтерме, тивĕçлĕ йышăнусем тума та каларĕ. Депутат пулнă май маншăн Çырури пур тема та çывăх. Чăваш Ен аталану çулĕпе уттăр тесен палăртнă тĕллевсене эпир пĕрлехи вăйпа çеç пурнăçлаятпăр.

Республикăн кăнтăр районĕнче пурăнакансене таса шыв ыйтăвĕ пăшăрхантарать, Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăçалхи Çырура та ăна хускатрĕ. Патăрьел тăрăхне Шăмăршăри Хырла юхан шыв управĕнчен шыв илсе килессипе вăй хума пуçăннине каларĕ. Çуралнă енре час-часах пулнă май шыв пăрăхĕсем хума тытăнни пирки çирĕплетсех калатăп.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырури тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çакна ял хуçалăхĕнче туса илекен продукцие тирпейлекен цехсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлни, культура çурчĕсем çĕнелни кăтартать. Патăрьелсемшĕн Олег Алексеевич кăçалхи Çырура пурин умне те лартнă тĕллевсем те ют пулмасса шансах тăратăп.

Петр Ялуков, акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕн директорĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ял хуçалăхне тимлĕх уйăрма тăрăшни савăнтарать. Çакă Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та палăрать. 2021 çулта туяннă ял хуçалăх техникине 40 процент таран субсидилесси пирки каланăччĕ, сăмаха çилпе вĕçтермерĕ. Çăмăллăх туса пани пирĕншĕн питĕ пысăк пулăшу пулчĕ. Эпир чылай трактора çĕннисемпе улăштартăмăр. Çакă акана, вырмана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерме май парать.

Кăçалхи Çырура ял хуçалăх продукцине тирпейлесе сутассипе ытларах ĕçлемеллине каларĕ. Чăнах та, эпир пахча çимĕç, аш-какай туса илме пĕлетпĕр, анчах чылай чухне йỹнĕпе реализацилеме тивет. Хаксем пĕр пек тăманни самана таппипе тан утмаллине, хамăр çитĕнтернĕ тавара тирпейлесе сутма хăнăхмаллине кăтартать.

 ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тыр-пул вăрлăхĕн пахалăхне тата ĕне-выльăх ăратлăхне лайăхлатассипе республикăра ытларах тăрăшма пуçлассине каларĕ. Çавăн пекех фермерсене, кооперативсене паракан пулăшусем пирки те пĕлтерчĕ. Ку хыпарсем те савăнтарчĕç.

Гельсирень Абейдуллова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ:

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн професси суйласа илме пулăшассине шкул саккинченех туса пымаллине палăртрĕ. Çакна тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатпăр эпир те. Класс сехечĕсене тĕрлĕ професси çыннисене чĕнетпĕр. Производство предприятийĕсене, аслă шкулсене экскурсисене тухса çỹретпĕр. Ачасене умма лартнă тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме май паракан çул-йĕре шыратпăр.

Вĕрентỹ класĕсем паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерни те хавхалантарать. Иртнĕ çул çеç пирĕн шкула тĕпрен юсарĕç тата хушма çурт хута ячĕç.

Вĕрентỹ ĕçне тивĕçлипе йĕркелесе пыма пуçламăш классем валли, тăван ен культурипе историне алла илмелли çĕнĕ кĕнекесем кăларма палăртнине те каласа хăварчĕ Олег Алексевич. Историе пĕлмесĕр малашлăх çук теççĕ. Çавна май Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсем çинчен пухнă паха материалсене музейра упратпăр. Тата Раççей халăхĕсен культура эткерĕн çулталăкĕнче наци йăли-йĕркине малалла тăсасси, мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче аслă ăрури çынсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси çине тимлĕх уйăрма тăрăшатпăрах.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика