Александр Козлов, Патăрьел районĕнчи "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ:

Категория: В районе Опубликовано: 30.01.2022, 08:37 Просмотров: 303

 

- Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура пур сферăна та пырса тивекен ыйтусене хускатрĕ. Çапах та мана тĕп самантсене пĕтĕмпех çын пурнăçĕпе, малашлăхĕпе çыхăнтарса пыни савăнтарчĕ.

Уйрăмах çитĕнекен ăрăва пысăк тимлĕх уйăрнине кăмăлласа йышăнтăм. "Çамрăксем - пирĕн пуласлăх", - терĕ Олег Алексеевич. Çавăнпа анлă тавракурăмлă, сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп, Тăван çĕршыва чунтан юратакан яшсемпе хĕрсем çитĕнтересси тĕп тĕллев пулмалла. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе республикăра сахал мар ĕç пурнăçланать. Çĕнĕ шкулсем çĕкленеççĕ тата 50 процентран ытларах кивелнĕ пĕлỹ çурчĕсене тĕпрен юсанине эпир Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕлтĕр хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Акă, Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул халĕ хуларисенчен те хăтлăрах. Е тата районта пĕлтĕр 5 ФАП тата врач амбулаторийĕ хута кайнишĕн епле савăнман? Спорт керменĕсемпе лапамсем тăвассине е тата çамрăксем хушшинче волонтер юхăмĕ аталаннине те ырламаллах.

Тĕпрен илсен, çаксем пурте юратнă Чăваш Енĕмĕрте тĕллевлĕн пурнăçланаççĕ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика