Финанс ветеранне - медаль

Категория: В районе Опубликовано: 09.09.2022, 13:39 Просмотров: 654

Сентябрĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова финанс сферин ветеранне, Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан Мария Селивановăна професси уявĕпе тата РФ Финанс министерствине йĕркеленĕренпе 220 çитнĕ ятпа саламланă. Çавăн пекех район юбилейне паллă тунă май "Патăрьел районне 95 çул" медальпе чысланă. Чыслав мероприятине Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, финанс отраслĕн ветеранĕ, район администрацийĕн финанс пайне 25 çул ертсе пынă Татьяна Полякова та хутшăннă.

 Мария Семеновна ĕмĕр тăршшĕпе Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнать, Хирти Пикшик ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшнă, унтан 20 çулне - тĕп бухгалтерта. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 43 çулпа танлашать.

Мария Семеновна - ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи. Вăл мăшăрĕпе 57 çул пĕрле пурăннă, икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Шел пулин те, икĕ çул каялла Василий Михайлович çĕре кĕнĕ. Паян вăл тăватă мăнукĕпе тата 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать.

Сăмах май каласан, юбилей медальне финанс сферинче чылай çул вăй хунă Г.Ахмедеева, Л. Ижедерова, О. Сафьянова, З. Попова та тивĕçнĕ. Маларах çак наградăпа Т. Поляковăна та чысланăччĕ.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Декабрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика