Красновсем çĕнтернĕ

Категория: В районе Опубликовано: 29.09.2022, 10:02 Просмотров: 373

 Хусан хулин ипподромĕнче урхамахсен Раççей шайĕнчи ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен чи лайăх юртă лашасем хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Чăваш Республикинчен 9, пирĕн районтан 3 урхамах ăмăртăва тăнă.

Мĕн пурĕ 13 чупу ирттернĕ. Вĕсене çулталăкри тĕрлĕ уява халалланă. Хăйĕн ушкăнĕнче Тикеш ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарти иккĕмĕш лаша спорчĕн шкулĕнче директор пулса ĕçлекен Валерий Краснов мастер-наездник Прайк Тайм Сим урхамахĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă, кубок çĕнсе илнĕ, хаклă парнене тивĕçнĕ. Вăл 1600 метрлă дистанцие 1 минут та 58 секкундра парăнтарнă.

Тикеш ялĕнчи пĕрремĕш категориллĕ тепĕр юлан утçă Алексей Краснов Победитель урхамахĕпе иккĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Унăн вăхăчĕ 2 минут та 1 секкунд. Виççĕмĕш вырăнта вара - Кивĕ Ахпỹрт ялĕнчи пĕрремĕш категориллĕ юлан утçă Николай Пыркин Марс урхамахĕпе.

Лаша спортне юратакансем юлашки вăхăтра районта та нумайлансах пыраççĕ. Çав шутра Шăнкăртам, Тикеш, Пăлаçи Атăк, Пăлапуç Пашьел, Хирти Пикшик, Сăкăт, Кивĕ Ахпỹрт ялĕсенче ытларах та пулас.

Н. КРАСНОВ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5