Ҫĕньялта «Айхи вулавĕсем» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ

Категория: В районе Опубликовано: 27.02.2023, 19:31 Просмотров: 242

Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче поэзине юратакансем вун ҫиччӗмӗш хут Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкула «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç.

Мероприяти Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ йĕркеленипе иртрĕ. Сăвă вулакансем конкурсра икĕ номинацире тупăшрĕҫ:

-Г.Айхи сăввисене чăвашла, вырăсла тата ют чĕлхепе вуласси;

- Кăҫалхи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă ытти паллă чăваш поэчĕсен сăввисене вуласси.

Районти шкулсенчен конкурса хутшăнакансен йышӗ пысăк пулни савӑнтарчӗ. 3-11 класра вӗренекен ачасем поэт сӑввисене чӑвашла, вырӑсла тата ют чӗлхепе пӑхмасӑр вуласа тӗлӗнтерчӗҫ. Пӗринчен тепри илемлӗрех вулаҫҫӗ ачасем. Хавхаланса, артистла сӑнарласа сӑвӑ калакан ачасен пултарулӑхне хаклама питĕ кăмăллă пулчĕ жюри членĕсене. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне вара палӑртма пушшех те хавас.

Егорова Д., Никитин М., Алексеев Д. -4 класс,Патӑрьелӗнчи 1-мĕш шкул, вĕрентекенĕ - Васильева О. Н.;

Павлов Ф.  - 4 класс, Ҫӗньял шкулӗ, вĕрентекенĕ - Егорова Н. Н.

Васильева А. - 5 класс, Пăлапуҫ Пашьел шкулӗ, вĕрентекенĕ - Никитина С. П.

Игнатьева С. - 7 класс, Макарова А. - 8 класс, Аслă Чемен шкулӗ, вĕрентекенĕсем - Басова Л. Н., Селиверстрова Э. И.

Паймина А. - 7 класс, Ыхра Ҫырми шкулӗ, вĕрентекенĕ - Кулакова С. П.

Конкурс ҫĕнтерӱҫисене Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн Хисеп хучĕсене парса хавхалантарчӗҫ.

Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулти "Айхи ачисем" театр студийĕн членӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. (Ертӱҫи – Антонова А.В.)

Районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертӱҫи Светлана Кулакова шкул ачисене, конкурса хатӗрленме пулӑшнӑ вӗрентекенсене тата хӑнасене ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн, уява ҫӳллӗ шайра ирттерме майсем туса панӑшӑн Ҫĕньял шкулӗн администрацине тав турӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика