Аслӑ Арапуҫӗнче «Ял хапхи» стела уҫнӑ

Категория: В районе Опубликовано: 30.05.2023, 19:48 Просмотров: 255

Кӑҫал Аслӑ Арапуҫ ялӗ 500 ҫул тултарать. Ҫав ятпа ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ.

Паян Арапуҫсемшӗн чӑннипех асра юлмалли кунсенчен пӗри: пӗрлӗхлӗ вӑйпа туса лартнӑ ял сӑн-сӑпатне илем кӳрекен Ял хапхи уҫнӑ.

Ял хапхи,  уй хапхи,  хир хапхи… Ӗлӗкренпех пулнӑ вӑл. Ял йӗркеленме пуҫласан ун йӗри-тавра карта тытса ҫаврӑннӑ. Тухса ҫӳремелли вырӑна вара ял хапхи лартнӑ. Ӑна ялан тенӗ пекех ватӑсемпе ачасем хуралланӑ – яла кам та пулин килсен хапхана уҫса хупнӑ. 

Иртен пуçласа кун каçиччен ун витĕр çын тухса кĕрет, пĕри ĕçе е хулана васкать, тепри киле таврăнать. Автомашина, трактор та ун витĕр çĕрĕн-кунĕн иртет. Хапха çулталăк тăршшĕпех такама ăсатать, кĕтет. Ял ачи салтака каять – ăна кĕтсе илет, туй кĕрлесе яла кĕрет – çĕнĕ кин качча килет, вилене çăва çине яланлăхах ăсатать. Пурне те пĕрлештерет е тĕрлĕ çĕрелле ăсатать ял хапхи.

Ял хапхине   уҫма  Патӑрьел муниципалитет округӗн  пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Первомайски территорийӗн ертуҫи Анатолий  Сорокин, Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи чиркӳ настоятеле Сергий атте тата ытти сумлӑ хӑнасем килсе ҫитнӗ.

Ҫак хапхана никӗсӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен йеркелесе пыракансем  - Иван Дикин тата Юрий Власов. Ял хапхи  историне керсе юлмалли палӑксенчен пӗри пулса тӑтӑр тесе ял халӑхӗ   нумай тӑрӑшнӑ.

Ял хапхине лента касса  уҫма Рудольф  Селиванова, Анатолий Сорокина, Александр Верликова тата  София Красновӑна шанса панӑ.

Аслӑ Арапуҫ ялӗ 500 ҫул тултарнă ятпа йӗркеленӗ  оргкомитет ертӳҫи  Владимир  Верликов стелӑна тума хутшӑннӑ хастар ял ҫыннисене Хисеп хучӗсемпе парнесем панӑ, тав сӑмахӗ каланӑ.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика