Çуркуннепе ĕç уявĕ савăнăç, вăй-хал кỹрет

Категория: В районе Опубликовано: 01.05.2018 09:19 Просмотров: 99

К. Михеев, Тăрăн ял тăрăх пуçăхĕ:

- Çу уйăхĕ çĕр ĕçченĕшĕн хĕрỹ тапхăр пулнипе çеç мар, уявсемпе те паллă. Вĕсенчен пĕри- Çуркуннепе ĕç уявĕ. Чăн малтанах тăван ен ырлăхĕшĕн вăй хума хавхалантаракан уява хатĕрленсе эпир ял тăрăхĕнче субботниксем йĕркелерĕмĕр, тавралăха тирпейлерĕмĕр, çỹп-çапран тасатрăмăр. Çанталăка пăхмасăр çак кун пурин те кăмăл-туйăм ырă пултăр, уяв пурне те вăй-хал кỹтĕр, кашни çемье çак савăнăçа çывăх çыннисемпе, тăванĕсемпе пайлатăр.

А. Салмин, пичет ĕçĕн ветеранĕ:

- Республикăри ытти районсенчи пекех Патăрьелĕнче те Çуркуннепе Ĕç уявне ĕç коллективĕсемпе, ачасемпе, тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ветерансемпе пĕрле ирттернине, пурте пĕр шухăшлă пулса уявра савăннине питĕ ырлатăп. Хĕрĕх çул ытла пичет ĕçĕнче тăрăшнă май, çакнашкал халăх уявĕсене сахал мар хутшăннă. Кăçал та мăшăрăмпа, ачасемпе, мăнуксемпе районти культурăпа кану паркĕнче йĕркелекен уявра савăнасшăн.

З. Кдрасова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 в класс вĕренекенĕ, волонтер:

- Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ кашни çулах майăн 1-мĕшĕнче йĕркелекен уява хастар хутшăнать. Кашни класс уяв колоннине тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе, чечексемпе тухать. Пархатарлă ĕçрен пирĕн шкулти волонтерсем те айккинче юлмаççĕ. Кăçал Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕнче пирĕн, волонтерсен, пушшех те хамăрăн хастарлăха, пуçарулăха, халăх хушшинчи çыхăнăва ытларах кăтартмалла.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Май 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3