Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе çыхăннă комментарисем

Категория: В районе Опубликовано: 08.05.2018 11:46 Просмотров: 126

Рудольф Селиванов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче пирĕн çĕршывшăн пысăк пулăм пулса иртрĕ - Владимир Путин официаллă майпа Раççей Президенчĕн должноçне йышăнчĕ. Çак кунхинех вăл Раççейĕн 2024 çулччен аталанмалли çул-йĕрне палăртакан Указа та алă пусрĕ. Çĕршывăн ырă пуласлăхĕшĕн малашлăх тĕллевсем палăртакан документ питĕ пĕлтерĕшлĕ те, вырăнлă та, кирлĕ те. Çакă чăн малтанах çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне, граждансен пурнăç условине лайăхлатассипе çыхăннă. Раççей Правительстви умне лартнă тĕллевсем çирĕп: çынсен вăтам ĕмĕрĕ 78 çула çитмелле, ача çуратмалли коэффициент 1,7 çити ỹсмелле, чухăнлăх шайĕ икĕ хут чакмалла, çулсерен 5 миллион çемье хăйсен çурт-йĕр условине лайăхлатмалла тата ытти те. Çаксем пурте малашне пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕртмелли задачăсем. Ку тĕлĕшпе Патăрьел район администрацийĕ те хăй умне çирĕп тĕллевсем лартать. 2018 çулта çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 12 инвестици проектне (200 миллион тенкĕ ытла) пурнăçа кĕртмелле. Вăл шутра ял хуçалăхĕнче çеç 8 проект. Кăçал та пĕлтĕрхи пекех автоçулсене çĕнетес, обществăлла инфраструктурăна аталантарас тĕллевпе пысăк ĕçсем тума шутлатпăр. Урăхла каласан, район аталанни республика, Раççей хăватне çирĕплетет.

Алексей Краснов, Патăрьел районĕн хушма пĕлỹ паракан "Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ - "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ" автономи учрежденийĕн директорĕ :

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕн çĕнĕ Указĕ - халăх пурнăçĕн пахалăх шайне ỹстерес тĕлĕшпе йышăннă пысăк та пĕлтерĕшлĕ документ. 17 пунктран тăракан Указра çынсен сывлăхне çирĕплетес, вăтам ĕмĕрне вăрăмлатас тĕлĕшпе каланă йĕркесем те пур. Çапла пултăр тесен чăн малтан ачасемпе çамрăксене, çав вăхăтрах аслă çулхисене те физкультурăпа спорта явăçтармалла, массăллă спорт мероприятийĕсене ытларах йĕркелемелле. Сăмах май каласан, Чăваш Республики Раççейри регионсем хушшинче çынсене спорта явăçтарассипе ырă тĕслĕхлисен шутĕнче (халăхăн 41,8 проценчĕ спортпа туслă). Ахальтен мар ĕнтĕ 2017 çулта Чăваш Ен РФ субъекчĕсем хушшинче физкультурăпа спорт ĕçĕсене йĕркелес тĕлĕшпе ирттернĕ смотр-конкурсра та 3-мĕш вырăн йышăннă. Ку тĕлĕшпе пирĕн район та спорт каçалăкĕнче начар мар çитĕнỹсем тăвать, çулсеренех пирĕн спортсменсем республика тата Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса çитĕнỹсемпе савăнтараççĕ.

Петр Никифоров, "Красное знамя" хуçалăх ертỹçи:

- Владимир Путинăн Указĕнче палăртнă приоритетлă тĕллевсем пурте пурнăçланма пултаракан ыйтусем. Вăл шутра тавар туса илекен промышленноçпа агропромышленность комплексĕ умне лартнă задачăсем те. Паян Чăваш Енре кăларакан экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă ял хуçалăх продукчĕсене Раççей тата ют çĕршыв рынокĕнче те хаклани пĕлтерĕшлĕ. Шанатăп, Раççей Президенчĕн çĕршыва 2024 çулччен 

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Октябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4