Çав çулсен çухалмĕ чапĕ

Категория: В районе Опубликовано: 09.05.2018 14:52 Просмотров: 116

Константин Углев, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ:

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 73 çул çитнине ял тăрăхĕнче чыслăн паллă турăмăр. Шел, çĕнтерỹллĕ çуркуннене пирĕнпе пĕрле кĕтсе илекен ветерансен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Пирĕн ял тăрăхĕнче те тăваттăн çеç юлчĕç вĕсем. Салтак арăмĕсем, тыл хастарĕсем, салтак ачисем те сайралаççĕ. Уяв ячĕпе хатĕрленĕ виç кĕтеслĕ çыру-йыхравсене вĕсем патне маларах çитертĕмĕр. Майăн 8-мĕшĕнче Туçари палăк-монумент умĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа митинг йĕркелерĕмĕр. Унта тыл хастарĕсемпе салтак ачисем, ĕç ветеранĕсем, ял-йышпа пĕрлех ĕç коллективĕсем, шкул ачисем хутшăнчĕç, ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, вăрçă паттăрĕсене хисеп туса пуç тайрĕç. Паян вара Патăрьелĕнчи уяв митингне хутшăнтăмăр.

Наталия Никитина, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ:

- Аслă Çĕнтерĕве мĕнлерех хакпа çĕнсе илнине эпир лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпа та Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пынă вăрçăра паттăрлăх кăтарнă ветерансене сума сăватпăр, вĕсен умĕнче пуç таятпăр. Паян çакнашкал уяв пирĕн район центрĕнче - Патăрьелĕнче те - анлăн иртрĕ. Мухтав монуменчĕ умĕнче сумлă митинг пулчĕ. Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе пуçтарăннă уявра вăрçă ветеранĕсемпе тыл хастарĕсене, салтак арăмĕсене саламларĕç. Паян Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан пиншер çын Вилĕмсĕр полк ретне тăчĕ.

Митинга хутшăннисем "Çĕнтерỹ вальсĕ" уяв концертне пăхса киленчĕç. Каçхине "Çĕнтерỹ салючĕ" ятпа иртекен уяв программи малалла тăсăлĕ.

Валентина Лампасова, ĕç ветеранĕ:

- Майăн 9-мĕшĕ - пирĕншĕн çемье уявĕ те. Манăн атте - Чăваш Ишекĕнче çуралса ỹснĕ Илья Маркович Чагиров- икĕ вăрçа та хутшăннă. Юлашкинчен Тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçăра çапăçса темиçе хутчен аманнă та. Атте пурăннă чухне (йывăр тăпри çăмăл пултăр) эпир мăшăрăмпа (унăн та йывăр тăпри çăмăл пултăр), ачасемпе çулсеренех Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламлама яла каяттăмăр. Кашнийĕнчех вăл хăрушă çапăçусене куççуль витĕр аса илсе каласа паратчĕ, хурланатчĕ... Юратнă атте пиртен уйрăлнă хыççăн эпир ăна хисеп те чыс туса масар çине каятпăр, унăн канлĕхĕшĕн çурта çутатпăр, тав туса пуçăмăра таятпăр.

Добавить комментарий

Яндекс.Новости

Архив материалов

Сентябрь 2018
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30