2025.07.11 Халăхпа пурăнакан халсăр мар

Категория: Алманчиковский территориальный отдел Опубликовано: 11.07.2025, 15:35 Просмотров: 22

Владимир КИРГИЗОВ, Алманчă территори пайĕн пуçлăхĕ:

 - Халăх вĕрсен хапха та уçăлать, теççĕ ваттисем. Хальхи вăхăтра уйрăмах халăхсем пĕр чăмăрта пулни, ырă пуçарăва кар тăрса пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ. Çакă пире чăн малтанах хамăр пурăнакан тăван тăрăха çĕнетме, капăрлатма, хăтлăлатма май парать те. Ку тĕлĕшпе пирĕн Алманчăсем пысăк хастарлăх кăтартаççĕ. Маларахри çулсене аса илсен, Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программипе ял варринчи "Никама та манман, нимĕн те манăçман" Мухтав обелискне юсаса çĕнетрĕмĕр, ун таврашне хăтлăлатрăмăр. Паян вăл ял илемĕ шутланать.

Кăшт маларах халăхсен пĕр шухăшлăхĕпе, вĕсен пуçарăвне шута илсех ял масарĕн картисене çĕнетнĕ, кунта хăтлăх кĕртнĕ. Яла пырса кĕнĕ вырăнти айлăмра йывăç пураран çĕклесе капăрлатнă купельпе унăн территорине хăтлăх кĕртесси те Алманчăсен хастарĕсемпе пурнăçланă сăваплă ĕç. Сăмах май каласан, унта паянхи кун та çынсем таса çăл шывне ĕçме килеççĕ, купельте шыва кĕрсе чунĕсене тасатаççĕ, канса та лараççĕ.

 Ял илемĕшĕн, аталанăвĕшĕн, çынсене пурăнма, канма кирлĕ услови туса парассишĕн кашни çулах мĕн те пулин ырă ĕç тума тăрăшатпăр. Çак ыйтусене пуçарулăха тĕпе хурса татса пама май пулни - пирĕншĕн пысăк çăмăллăх. Акă, кăçалхи ял уявĕнче, июнĕн 8-мĕшĕнче ял халăхĕпе пĕрле тепĕр савăнăçа пĕрле пайларăмăр, Парк территорийĕнче пуçару бюджечĕн программипе тĕрлĕрен мероприяти ирттерме капăр сценăна хута ятăмăр. 1 миллион та 300 пин тенкĕне ларчĕ çак объект. Подрядчик питĕ кал-кал та тирпейлĕ ĕçлерĕ. Халăх вăйĕпе 260 пин тенкĕ пуçтартăмăр. Çавăн чухлех муниципалитет округĕ уйăрчĕ, ытти вара республика пулăшăвĕ. Халĕ çак лапам чăнласах та халăх валли кану вырăнĕ пулса тăчĕ. Кунтах капăр беседкăсем те туса лартрăмăр.

Денис НИКИФОРОВ, Аслă Чемен территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан:

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине паллă тунă кăçалхи уяв Аслă Чемен территори пайне кĕрекен Тури Чакăсемшĕн уйрăмах асра юлĕ. Çак кунхине ял халăхĕпе пĕрремĕш хут вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă çĕнĕ палăк умĕнче митинг ирттертĕмĕр. Ялта Çĕнĕ çул умĕн çеç "Культура аталанăвĕ" регионти программăпа килĕшỹллĕн хута кайнă 100 вырăнлă хăтлă клуб çумĕнче вырăн тупнă палăк ял халăхĕшĕн тепĕр пысăк савăнăç пулчĕ. Пуçару программине хутшăнса халăх вăйĕпе 225 пин тенкĕ пуçтарнă. Муниципалитет округĕнчи бюджетран та çавăн чухлех уйăрнă. Тăкакăн пысăк пайĕ - 675 пин тенкĕ ытла - республика бюджетĕнчен.

Хамăр пурăнакан тавралăх хăтлăхĕшĕн никам та мар, хамăрах тăрăшмалла. Ялсенче капăр та илемлĕ урамсемпе çуртсем пулни, çĕнĕ объектсем хута кайни пурне те лайăх. Малашне те ял çыннисене пăшăрхантаракан чи кирлĕ ыйтусене пĕрле канашласа татса парăпăр.

 Альбина НИКОЛАЕВА

Яндекс.Метрика