2024.10.11 Пĕрле чухне халăх халсăр мар

Категория: Бахтигильдинский территориальный отдел Опубликовано: 13.10.2024, 19:35 Просмотров: 3

 Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсем çынсен пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе халăх пуçарăвне анлă усă кураççĕ. Çак тĕллевпе хăш-пĕр хăй тытăмлăх органĕсем Чăваш Республикин программипе тухăçлă ĕçлеççĕ, çулталăкне пĕрре çеç мар, икĕ е виçĕ объекта та пурнăçа кĕртеççĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Çĕнĕ Ахпỹрт, Тăрăн, Турхан территори пайĕсем хастар ĕçленине палăртмалла. Ишлĕ территори пайĕ вара вырăнти çынсемпе пĕр чĕлхе тупса 2024 çулта пуçару бюджечĕн программипе умлă-хыçлă виçĕ объекта хута яма пултарнă. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки Ишлĕ территори пайĕн начальникĕ Марина Кабаева:

- Ушкăн вăйĕ кирек мĕнле ĕçре те пĕлтерĕшлĕ. Ырă шухăша пурнăçа кĕртнĕ чухне уйрăм хастарсем алă тăсни те яла аталантарас ĕçре пысăк пулăшу. Мĕншĕн тесен хамăр пурăнакан тавралăха хăтлăлатас тĕллевпе тунă пуçарура пĕри те теприсỹрĕк пулсан, тăван ял ватăлнăçемĕн ватăлса пырĕ...

Ку тĕлĕшпе пирĕн территори пайĕнчи çынсем çакнашкал ыйтусене пысăк ăнланулăхпа татса пыраççĕ. Çавна пула 2024 çулта та эпир Чăваш Республикинче патшалăх алă тăсса пулăшакан пуçару бюджечĕн программипе виçĕ объекта хута яма пултартăмăр.

Чăн малтанах Шетмĕ кỹллине халăх вăйĕпе тасатнине палăртса хăварас килет. Ялта шыв пушар хăрушсăрлăх тĕллевĕпе те, хур-кăвакал çитĕнтерме тата ытти тĕллевпе те кирлĕ. Кỹлле тасатмасан вара вăл типме те, юшкăнпа тулса ларма та пултарать. Çавăнпа та ăна тарăнлатса йĕри-таврашне хăтлăлатма тĕллев лартрăмăр та. Д.Владимиров подрядчик ĕçе вăраха ямасăр пурнăçларĕ. Объект çур миллион тенке ларчĕ. Çак ĕçре пире хамăрăн ентешĕмĕр Геннадий Егоров питĕ пулăшрĕ, пуçару бюджечĕн программипе халăхран пуçтармали укçа-тенкĕн пайне хăйĕн яваплăхĕ çине илчĕ. Ырă ĕçшĕн ăна Турă пулăштăрах.

Кăçалхи çул Пăлапуç Нурăссен пуçарулăхне те уйрăмах палăртса хăварасшăн. Пысăках мар ял çыннисем ытти чухне те ĕçе ушкăнпа, пĕрле тума тăрăшаççĕ. Граждансен пухăвĕнче 2024 çулта вĕсем Николаев урамĕнчи çула тата ялти клуба хăйсен пуçарулăхĕпе юсама тĕллев лартрĕç. Пĕрлехи шухăша пурнăçа кĕртрĕмĕр. Пăлапуç Нурăсĕнчи Николаев урамĕнчи 550 метр çула тикĕслесе вак чул сарнă. Объект хакĕ - 1130314 тенкĕ. Халăхран 150 пин тенкĕ пуçтарнă. Ку таранччен çак çулпа кĕркунне-çуркунне автомашинăпа кĕрсе тухма питĕ йывăрччĕ. Халĕ ял çыннисем те, хуларан килекенсем те кăмăлтан çỹреççĕ.

Кирек мĕнле ялта та клуб культура вучахĕ шутланать. Пăлапуç Нурăсĕнчи кивелнĕ культура объектне çĕнетес пуçару та халăхранах пулчĕ. Пуçару бюджечĕпе пурнăçлакан объект икĕ миллион тенке яхăн ларчĕ. Пăлапуç Нурăссем патшалăх программин условийĕпе килĕшỹллĕн 396 пин тенкĕ хăйсем пуçтарчĕç. Халĕ ялти клуб питĕ капăр: тултан та, шалтан та юсаса тирпейленĕ, клубăн тĕп алăкĕ умне тамбур тунă, çурт йĕри-таврашне цементпа хăйăр хутăшĕпе хытарса тытса çаврăннă. Малашне кунти культура мероприятийĕсем, тĕл пулусем ирттерме, халăхпа пуçтарăнса калаçма та кăмăллă пулĕ. Ушкăнпа тунă ĕçсем пурне те савăнăç çеç кỹреççĕ. Халĕ пирĕн тĕп тĕллев - халăх вăйĕпе юсанă объектсене пĕрлехи вăйпах упрасси.

Альбина НИКОЛАЕВА çырса илнĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика