2024.12.27 Уяв умĕнхи савăнăç

Категория: Балабаш-Баишевский территориальный отдел Опубликовано: 27.12.2024, 11:26 Просмотров: 1

 Юсав ĕçĕсем хыççăн Пăлапуç Пашьел ялĕнче çĕнелнĕ культура çурчĕ уçăлчĕ. Клуба Чăваш Республикин "Культура аталанăвĕ" патшалăх программипе тĕпрен юсанă. Савăнăçа пайлама Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Пăлапуç Пашьел ял территорийĕн начальникĕ Владимир Никитин, Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев тата ыттисем хутшăнчĕç.

- Паян культура историне çырăнса юлакан çĕнетнĕ объект ĕçе кайрĕ. Кунта халь çутă, таса, тирпейлĕ, ăшă, хăтлă. Сĕтел-пуканне те çĕнетнĕ. Фойепе 100 вырăнлăх зал та илĕртỹллĕ. Библиотека та çак çуртрах вырнаçнă. Ялтан юрă-ташă ăстисем сахал мар тухнă. "Пашьел" фольклор халăх ансамблĕ те таврарисене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарсах тăрать. Унăн вучахĕ нихăçан та ан сỹнтĕр,- терĕ Светлана Алексеевна культура çуртне колонка тата купăс парнеленĕ май.

 Округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев юсав ĕçĕсене пурнăçлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Валерий Антонов тивĕçлĕ тỹпе хывнине палăртрĕ.

Территори пайĕн начальникĕ Владимир Никитин тăрăшуллăран тăрăшуллисене Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Ăшă сăмахсем хыççăн сценăна артистсем йышăнчĕç. 1983 çулта йĕркеленнĕ "Пашьел" ансамбль юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ. Коллектива Зот Степанов ертсе пырать. 15 çын çỹрет унта. Чи кĕçĕнни те ултă теçетке çул тултарать. Саккăрмĕшне вакланисем те пур.

Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем те Çĕнĕ çул умĕнхи уяв концертне пуянлатма хутшăнчĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика