2025.07.18 Чун савăнать ял-йыш муттуррипе, Питрав вăййи пĕрле пуçтарнипе

Категория: Балабаш-Баишевский территориальный отдел Опубликовано: 18.07.2025, 17:09 Просмотров: 30

 Ял историйĕн пĕрремĕш страницине уçнă Пăлапуç Пашьел 400 çул тултарчĕ. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хаваспах ял халăхне 400 çулхи юбилейпе саламларĕ.

Паянхи Пăлапуç Пашьел - ку чухнехи инфраструктурăпа аталаннă ял. Мĕн тĕрлĕ çĕнĕлĕх пулсан та унăн никĕсне çынсем тытса тăраççĕ. Ĕçчен те пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр вĕсем. Çак паха енсем ăруран-ăрăва куçса пыраççĕ, яла чечеклентереççĕ.

Кунта пурăнакансем хăйсен историйĕпе, культурипе, йăх тымарĕсемпе савăнаççĕ. Шăпах çак мăнаçлăх пĕрлештерчĕ те вĕсене Питравра - ял 400 çул тултарнине палăртма пуçтарăннă уявра.

 Уяв программине Чăваш Ен пуçлăхĕн Олег Алексеевичăн "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" проекчĕпе йĕркеленĕ. Вăл пуян та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Çак кун ял пурнăçне аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывакансене чысларĕç.

Вăйă карти уява хутшăннисене пĕрлештерчĕ, унта ял халăхĕ те, хăнасем те тăчĕç. Спорт ăмăртăвĕсенче чăтăмлăх, тавçăрулăх палăрчĕ.

 Уява эстрада çăлтăрĕсен концерчĕ малалла тăсрĕ.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика