2024.06.18 Пĕрле пурнăçланă ĕçĕн сумĕ те пысăк

Категория: Батыревский территориальный отдел Опубликовано: 22.06.2024, 17:30 Просмотров: 7

 Йышпа ĕç тума, пĕччен пыл çиме аван, тенĕ ваттисем. Пĕрлехи вăй, пĕр шухăшлăх яланах ырă пулăм патне илсе пырать. Ушкăнпа пурнăçланă ĕçĕн сумĕ те пысăк. Иртнĕ кĕркунне Патăрьелсем уйрăм хастарсемпе, халăхпа кар тăрса ялăн çĕнĕ масарĕнче кĕске вăхăтрах хăтлă часовня туса лартрĕç. Граждансен пухăвĕнче çак шухăш çуралнă хыççăн нумай та вăхăт иртмерĕ, территори пайĕнчи пуçару ушкăнĕ çак ыйтупа тимлеме те пикенчĕ.

Çĕнĕ сĕнĕве пурнăçа кĕртнĕ чухне, паллах, йывăрлăхсăр пулмасть. Ял масарĕнче иккĕмĕш çурт мĕн тума кирлĕ текенсем те тупăнчĕç. Çапах та пĕтĕмĕшле илсен ял халăхĕ туслăн кар тăрса строительство ĕçне пурнăçлама укçа-тенкĕпе, ытти майпа пулăшни пĕр шухăшлисем йышлăн пулнине, сĕнĕве ырланине пĕлтерчĕ. Сăваплă ĕçĕн пысăк пайне "Батыревский" пĕрлешĕвĕн ертỹçи, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ялуков хăй çине илни тăкаксене пĕчĕклетме май пачĕ.

Ялти предпринимательсен пулăшăвне те уйрăммăн палăртма кăмăллă. Вĕсем те пĕр çын пек пулса кар тăчĕç. Ыттисем те май пур таран хăйсен тỹпине хыврĕç.

ПĔЛМЕ

 Хальхи вăхăтра Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенче 15 чиркỹ, 17 часовня, мăсăльман тĕн йăли-йĕркине тытса пыракан ялсенче 19 мечĕт ĕçлет.

Халĕ ял çыннисене юлашки çула ăсатма масар çине кайсан та хăтлă часовньăшăн чун савăнать. Кунта тăванăмăрсемпе кирлĕ пек сыв пуллашмалли мĕн пур услови çителĕклĕ. Кĕлĕ çуртĕнче вилнĕ çын ячĕпе кĕлĕ вулама та, вĕсен канлĕхĕшĕн çурта çутма та пулать. Хĕллехи вăхăтра хутса ăшăтма кăмаки те пур. Чи кирли тата кăмăлли - çак ĕçе пурнăçа кĕртме пулăшакансене тав сăмахĕ калани. Çакăн пек ыр кăмăллăхпа пурнăçлакан ĕçсем ялта тата ытларах пулччăр.

Николай НИКОЛАЕВ, Патăрьел ял старости

Яндекс.Метрика