"Корма" çĕр ĕç фирми кăçал пĕрремĕш çул 200 гектар ытларахра ясмăк акнă. Халĕ шăпах пăрçа йышши культурăна пухса кĕртессипе тăрăшаççĕ. Маларах Петр Баранов тата Алексей Арланов тытса пыракан комбайнсем 100 гектар йышăннă кĕрхи культурăна çапса тĕшĕленĕ. Алесандр Титов водитель КамАЗпа, Петр Кудрявцев механизатор тракторпа йĕтемме турттарнă.
- Вăрлăхсене кашни çул çĕнететпĕр. Пахалăхлисемпе çеç усă куратпăр. Кĕлетсем тулли пулччăр тесен вăрлăхĕ те лайăххи кирлĕ, тăпра пулăхлăхне те ỹстермелле, - тет çĕр ĕç фирмине чылай çул ертсе пынă Иван Владимиров. Паян хуçалăх "тилхепине" ывăлĕ - Александр Иванович - тытать.
Хуçалăхăн 937 гектар çĕр, унтан урпа - 121 гектар, тулă - 314, севок - 15, çĕр улми 117 гектар йышăнаççĕ. Ĕçе механизациленĕрен сахал çынпах хирти ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Халĕ севок кăлараççĕ. Унта МТЗ-1523 "Беларусь" тракторсемпе Иван Владимировпа Александр Артемьев копалкăпа ĕçлеççĕ.
Çĕр ĕç фирми аслин канашĕсемпе, çамрăккин çаврăнăçулăхĕпе аталанса пырать. Кивĕ объектсене юсаса тăраççĕ, çĕннисем тăваççĕ. Халь çĕр улми валли управ хăпартма пикеннĕ. Ăна "иккĕмĕш çăкăра" кăларма пуçăниччен хута яма палăртнă. Кĕрхи туллăн "Эн Тайгета" сорчĕ пĕр гектартан 65 центнер тухнă!
Ольга ПАВЛОВА
Август 2026 |
