2023.08.08 Ялсем пуянланаççĕ, капăрланаççĕ, çĕнелеççĕ...

Категория: Бикшикский территориальный отдел Опубликовано: 08.08.2023, 18:40 Просмотров: 13

Ыранхи кунхи ырлăх паян пурнăçланă ĕçсенчен килет. Ку тĕлĕшпе хальхи вăхăтра чăн малтанах ял аталанса çĕнелтĕр, çултан-çул капăрланса пытăр тесе патшалăх сĕнекен тĕрлĕрен программа вăйра пулни паха. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 12 наци проекчĕ те пурнăçланать. Патăрьел муниципалитет округĕнче вĕсемпе туллин усă кураççĕ, ял халăхĕн пурнăç условине лайăхлатас, çынсене канма, вĕренме, сывлăха çирĕплетме, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма тата ытти тĕллевпе çулсеренех сахал мар ыйту пурнăçа кĕрсе пырать. Юхмапа Пăла тăрăхĕ çулсеренех хулари евĕр хăтлăланать, инфратытăм çĕнелет, ачасен сывлăхне çирĕплетме спорт залсем, стадионсем уçаççĕ, клубсемпе скверсене çĕнетеççĕ тата ытти те. Паян хаçат тĕпелне йыхравланă Пикшик территори пайĕнче те ялсене аталантарас тĕллевпе пысăк ĕçсем пурнăçланса пыраççĕ. Çак ыйтупа кăсăкланса унăн начальникĕпе Владислав Алексеевич Красновпа тĕл пултăмăр, пилĕк ялтан тăракан территори пайĕ юлашки виçĕ çулта тĕрлĕ шайри программăпа пурнăçланă ĕçсем, малашлăх плансем пирки калаçу пуçартăмăр.

- Владислав Алексеевич, пилĕк ялтан тăракан Пикшик территори пайĕнче чăваш, тутар ялĕсем пур. Нумай нациллĕ хутлăхра яланах килĕшỹпе çураçулăх, ăнланулăх пулни кулленхи ыйтусене, уйрăмах ял аталанăвĕпе çыхăннисене татса панă чухне те пулăшать-тăр?

 - Паллах. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра халăх питĕ пысăк вăй. Унăн шухăшĕ тĕрлĕрен программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе те пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та муниципалитет округĕн администрацийĕ те, республика правительстви те çулсеренех кулленхи пурнăçра халăх ыйтакан шухăшсене тĕпе хурса ача сачĕсем уçаççĕ, çĕнĕ шкулсем, ФАПсем хута яраççĕ, культура çурчĕсене çĕнетеççĕ, çулсене такăрлатаççĕ тата ытти те. Инфратытăм куç умĕнче улшăнать, çĕнелет. Вырăнта пуçару бюджечĕпе тума палăртнă объектсене те ял çыннисемпе канашласа пурнăçлатпăр.

- Чăваш Ен Правительстви те, Патăрьел муниципалитет округĕ те çул-йĕр строительствине пысăк тимлĕх уйăрать. Сирĕн территори пайĕнчи ялсенчи çулсене мĕнле хак панă пулăттăр-ши?

- Кун пирки çапла пĕтĕмлетỹ тăвасшăн. Тĕпрен илсен, Хирти Пикшик ялĕсĕр пуçне кашни ялтах çулсем тирпейленсе пĕтнĕ. Малашне вĕсене пăхса, тытса тăрасси çеç юлать. Кăçал çеç виçĕ ялта виçĕ урамри çула йĕркене кĕртрĕмĕр: Именкассинче Ленин, Кĕçĕн Арапуçĕнче Çамрăксен, Еншикре Красный пахарь урамĕсем. Малашне мĕнпур вăя Хирти Пикшикри кассене тикĕслесе йĕркелесси çине ярасшăн.

Тикешре масар патне каякан çула та пуçару бюджечĕпе çĕнетрĕмĕр. Пĕлтĕр Кĕçĕн Арапуçĕнчи Советская урама хăтлăлатнă. Еншикри пĕр касса пушар тухсан та, çын чирлесе ỹксен те (Турă сыхлатăр) кĕме-тухма çукчĕ. Пионерская урамри çула та йĕркене кĕртрĕмĕр.

Çул ыйтăвĕ татăлса пынипе пĕрлех урамри çутă ыйтăвĕ вĕçленнĕ пирки те палăртса хăварасшăн. Ăна пилĕк ялта та модернизаци программипе пурнăçларăмăр. Халĕ пирĕн территори пайĕнче 16 трансформатор, кашнийĕн çинче уйрăм счетчик вырнаçтарнă.

- Патăрьел муниципалитет округĕнче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ, культура сфери аталанса пыни те куçкĕрет. Ку тĕлĕшпе 2020-2023 çулсенче сирĕн территори пайĕнче те социаллă-культура объекчĕсем чылай çĕнелчĕç. Вĕсене те палăртса хăварăр-ха.

- Халăхăн пурнăçне хăтлăлатас, сывлăхне сыхлас тĕллевпе "Сывлăх сыхлавĕ", "Культура" наци проекчĕсем пирĕн территори пайĕнче те ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыни савăнтарать. Кашни ялтах çĕнĕ е çĕнетнĕ ФАП ĕçлет. Çакă питĕ кăмăллă, ял çыннишĕн çав тери меллĕ. Паян хăтлă сиплев учрежденийĕсенче çынсене йышăнма та, сыватма та услови çителĕклĕ.

Тикешри, Кĕçĕн Арапуçĕнчи, Именкассинчи клубсене те "Культура" наци проекчĕн регион проекчĕпе килĕшỹллĕн юсаса çĕнетнĕ. Вĕсенче тĕрлĕрен культура мероприяти иртет, ял халăхĕ хăтлă клубсемпе кăмăллă. Ку тĕлĕшпе малашлăх плансем те пур. Çывăх вăхăтра Пикшикри культура çурчĕн тăррине юсамалла, Еншикре те ял халăхĕ валли типлă клуб туса парасшăн.

- Яла хăтлăлатмалли программăпах Кĕçĕн Арапуçĕнче виçĕ пайран тăракан спорт площадки шăпăрлансемшĕн те, аслисемшĕн те парне пулчĕ темелле. Шанас килет, паян вăл пуриншĕн те юратнă кĕтес...

- Çапла, кунта кăнтăрла çеç мар, каçхине те шăпăрлансем те, аслисем те йышлă. Лапамра каçхине çутă пулнăран кунта уйрăмах çамрăксем тĕрлĕрен тренажерпа хул-çурăмне тĕреклетме, шашка-шахматла выляма пуçтарăнаççĕ. Чи пĕчĕккисем валли те выляса киленмелли кĕтес пур. Çуллахи каникул вăхăтĕнче ял ачисем çеç мар, хуларан хăнана килнисем те кунта выляса савăнаççĕ. Спорт комплексне пăхса, сăнаса, тирпейлесех тăратпăр.

- Владислав Алексеевич, хальхи вăхăтра масарсемпе скверсене, парксене пăхса, тирпейлесе тăрасси, вĕсене çĕнетесси те влаç тытăмĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри. Территори пайĕнче сăваплă вырăнсене хăтлăлатас тĕллевпе мĕнлерех ĕçлесе пыратăр?

- Тĕрĕсех, вилнĕ тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă сăваплă вырăна кирлĕ пек тирпейлесе тăрасси чĕррисен тивĕçĕ. Кашни ялти масара, унăн таврашне тасатас тĕлĕшпе, субботниксем ирттеретпĕр. Ку тĕлĕшпе халăх вăйĕпе, уйрăм хастарсен пулăшăвĕпе Хирти Пикшикри масар çинче пысăк ĕç туса ирттертĕмĕр. Кунти картасене те халăх вăйĕпех çĕнетнĕ. Çывăх вăхăтра Кĕçĕн Арапуçĕнче пуçару бюджечĕпе часовня евĕр çурт туса лартасшăн. Кунта вилнĕ тăванăмăрсене кĕл тума та, пытарма килнĕ çынсене юр-çумăртан хỹтлĕх тупма та май пултăр.

Сăмах май каласан, иртнĕ çул Тикеш ялĕ вĕçĕнче çар строителĕ Владимир Микка пуçарăвĕпе тата хастарлăхĕпе часовня туса лартрĕç. Ял çыннисем çакăншăн питех те кăмăллă. Чиркỹ праçникĕсенче кунта Нăрваш Шăхаль чиркỹ настоятелĕ кĕлĕсем те ирттерет. Ăна халăх вăйĕпех пăхса, тирпейлесе тăраççĕ.

Çакна та палăртса хăварасшăн. Территори пайĕнче тăватă мечĕт ĕçлет: Хирти Пикшикре - виççĕ, Именкассинче - пĕрре. Мăсăльман тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем кĕлĕ çуртне тăтăшах пуçтарăнаççĕ, тăнăç пурнăçшăн, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен пурнăçĕшĕн кĕл тăваççĕ.

- "Пирĕн яла пырса кĕрсен каялла тухма пĕлĕр-и?" - чăвашсен çакăн пек юрри пур. Владислав Алексеевич, Чăваш Республикин Правительстви, Патăрьел муниципалитет округĕ халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе пĕрлехи вăйпа пурнăçласа пыракан ĕçсене хак парса çапла калама пултараятăр-и?

 - Юлашки çулсенче ялсем питĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанса, çĕнелсе пынине куратпăр. Халăх пурнăçне çăмăллатас, сывлăхне çирĕплетес, çав вăхăтрах экономикăна тĕреклетес тĕллевпе кĕртсе пыракан çĕнĕлĕхсем, программăсемпе проектсем пурте ял çыннин пурнăçне хăтлăлатассипе çыхăннă. Çавăнпа та территори пайĕнчи кашни ял çулсеренех капăрланса, ял хапхисем çĕнелсе пыни пире чунтан савăнтарать.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă

Автор сăн ỹкерчĕкĕсем

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика