2025.02.14 100 çулхи тыл ĕçченне медальпе чысланă

Категория: Бикшикский территориальный отдел Опубликовано: 14.02.2025, 19:25 Просмотров: 50

Тикешри Елизавета Демьянова çак кунсенче 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Кинемейĕн ачалăхĕ вăл вăхăтри пур тантăшăнни пекех çăмăл иртмен. 1941 çулта вăрçă пуçлансан унăн, музыка училищин студенткин, хуларан яла таврăнма тивнĕ. Ятарлă курсра медсестрана вĕренсе тухсан тăршшĕпех Шăнкăртамри туберкулез больницинче ĕçленĕ.

Мăшăрĕпе, Николай Александровичпа, 5 ача çуратса çитĕнтернĕ. Халĕ вăл 6 мăнукпа тата вĕсен 8 ачипе савăнса пурăнать. Çуралнă кунĕнче кинемее "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе - 80 çул" медальпе чысланă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика