ЧĂВАШ Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе старт илнĕ "Сывлăх патне утăм" проект малалла тăсăлать. Çĕнĕлĕхе вырăнти халăх ырă кăмăлпа, алхапăл йышăнчĕ. Çынсем хĕру ĕççи тапхăрне пăхмасăрах тухтăрсен, специалистсен куçса çỹрекен мобильлĕ ушкăнĕпе тĕл пулаççĕ, хăйсен сывлăхĕ пăшăрхантаракан ыйтусем пирки уçăлса калаçаççĕ, пĕрлех анализсем параççĕ, чĕре кардиограммине тăваççĕ тата ытти те.
Проект пурнăçа кĕни чирсене вăхăтра тупса палăртма та, вĕсене сиплеме те май парать. Унсăр пуçне çĕнĕлĕх поликлиникăри специалистсене пациентсемпе тата ытларах çывăхлатать. Иртнĕ эрнере "Сывлăх патне утăм" проект "патакне" Çĕнĕ Ахпуртсем Хирти Пикшиксене пачĕç. Паян çак территори пайне кĕрекен ялсенче пурăнакансем кунĕпех сывлăхне тĕрĕслеттереççĕ.
Август 2026 |
