2023.12.08 Пĕрлехи ĕç курăмлă та, сумлă та

Категория: Большечеменевский территориальный отдел Опубликовано: 08.12.2023, 14:11 Просмотров: 11

 Аслă Чемен территори пайне кĕрекен Тури Чакă ялĕ муниципалитет округĕнче вăтаммисенчен пĕри. Хальхи вăхăтра кунта 149 хуçалăх, 348 çын пурăнать. Халăх туслă, кирек мĕнле пуçарăва та кар тăрса хутшăнать. Ял старости пулнă май çакна çирĕплетсех калама пултаратăп.

Виçĕ çул каялла граждансен пухăвĕнче мана çак обществăлла тивĕçе пурнăçлама суйларĕç. Александр Чегаевпа (ун чухне вăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕччĕ), муниципалитет округĕнчи дупутатсен Пухăвĕн депутачĕпе Владимир Фроловпа ялта татса памалли чи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă хыççăн чăн малтанах кĕперсене юсассинчен ĕçе пикентĕмĕр. Вĕсем пирĕн сахал мар. Тури Чакăра çеç 15 кĕпер! Вăхăтĕнче йывăç кĕперсене колхоз тирпейлесе, çĕнетсе тăнă-ха. Халĕ вара вĕсем чылайăшĕ кивелнĕ, çĕрĕшнĕ. Çавăнпа та ялти хастарсемпе пĕр шухăшлă пулса вĕсене черетпе юсама, тирпейлеме пикентĕмĕр. Виçĕ çулта 12 кĕпере халăх вăйĕпе çĕнетрĕмĕр. Пысăкрах кĕперсене тунă çĕре 40-50 çын та ĕçлеме хутшăнатчĕ. Паллах, ун пек чухне укçа-тенкĕсĕр те ĕçе малалла яраймăн. Халăхран 50 пин тенкĕ укçа пуçтартăмăр, çитменнине уйрăм хастарсем ыр кăмăллăхпа пулăшрĕç. Паян çав кĕперсемпе ял халăхĕ туллин усă курни савăнтарать.

Хальхи вăхăтра старостăн статусĕ ỹсрĕ. Вăл чăнах та вырăнти халăх пăшăрханăвне, шухăшне пурнăçа кĕртме, çивĕч ыйтусене влаç представителĕсемпе пĕрле татаса пама пулăшакан çын темелле. Çакăн пирки Патăрьел муниципалитет округĕнче йĕркеленĕ республикăри кăнтăр районĕсенчи старостăсен семинар-канашлăвĕнче те сахал мар каларĕç.

Пĕрлехи вăйпах, территори пайĕпе килĕшсе татăлсах ялта пушар хăрушсăрлăх ыйтăвне татас тĕллевпе кỹлĕ те чаврăмăр. Иртнĕ çул пурнăçланă пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри - Тури Чакăпа Аслă Чеменсен ял уявĕ иртекен лапама, кану паркне (çаплах калес килет) хăтлăх кĕртни. Каллех ял çыннисемпе тĕп сценăна çĕнетрĕмĕр, кунти сĕтел-пукана улăштартăмăр.

Паян çул хĕрринчи уçланкăна аякранах курăнса ларакан илемлĕ те капăр беседкăсем тата ытларах пуянлатаççĕ. Ăна икĕ ялти çынсем хăйсен ратнисемпе пĕрле пуçтарăнса ăсталарĕç. Ял уявĕсенче унта ватти-вĕтти пĕрле пуçтарăнать, ĕлĕкхи йăла-йĕркене аса илет. Уяв яланах кăмăллă иртет. Сăмах май каласан, Аслă Чемен территори пайĕнчи "Айтуш" уçланки пĕлтĕр муниципалитет округĕнчи администраци тирпей-илем ыйтăвĕпе йĕркеленĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çакă пирĕн халăхпа пĕрле (А.Чегаев ял пуçлăхĕ ертсе пынă) тăрăшса пурнăçланă пĕрлехи ĕç тесе шутлатăп.

Кăçал Станислав Капитонова территори пайĕн пуçлăхне шаннă хыççăн та сахал мар ĕç пурнăçларăмăр. Март уйăхĕнче Тури Чакă масар çуртне çĕнетес тĕллевпе халăхран 414 пин тенкĕ укçа пуçтартăмăр. Ăна çветтуй Троица кунĕ тĕлне туса пĕтертĕмĕр. Каллех ял хастарĕсен, халăх вăйĕпе çак пархатарлă та сăваплă ĕçе пурнăçларăмăр.

Халăхпа пĕрле пурнăçланă ĕç курăмлă та, сумлă та. Вырăнта çак йĕркене хăнăхса пыратпăр. Ялсене тирпей-илем кĕртнĕ, субботниксем йĕркеленĕ чухне те çынсем кар тăрса хутшăнаççĕ. Халĕ акă, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене валли хỹтĕлев сетки çыхас ĕçре те пирĕн территори пайĕнчи ял-йыш пысăк хастарлăх кăтартать. Территори пайĕн пуçлăхĕ Станистлав Капитонов хăй ирĕкĕпе çар операцине хутшăнакан салтаксен ретне тăчĕ. Унпа çыхăну тытсах тăратпăр, вăл кашнийĕнчех ял-йыша, паллакансене ăшă салам çитерме ыйтать.

 Иван НИКИТИН, Тури Чакă ял старости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика