2025.07.04  500 сетка çыхнă

Категория: Большечеменевский территориальный отдел Опубликовано: 04.07.2025, 19:08 Просмотров: 31

Аслă Чемен ял территоринче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хỹтĕлев сеткисем çыхассипе чи маттуррисем тесех калас килет. Вĕсем хĕлĕн-çăвăн тетелсене хатĕрлеççĕ. Нумай пулмасть волонтерсен "Çĕнтерỹшĕн" ушкăнĕ юбилейлă 500-мĕш сетка çыхнă.

- Отпуска килнĕ салтаксем сеткăсем питĕкирлине палăртаççĕ, ыйтакансем те нумайăн, çавна май вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр, - теççĕ волонтерсем.

 Ятарлă çар операцине хутшăнакан Митрофан Софроновпа Юрий Чихин маттур та пултаруллă хĕрарăмсене хỹтĕлев хатĕрĕсемшĕн ăшшăн тав тунă, вĕсен ĕçĕ çынсен пурнăçне çăлма пулăшнине палăртнă.

"Ырă кăмăллăх фончĕ" ушкăнрисем вара салтаксене ăшă кофтăсем парнеленĕ.

Сеткăсене çĕршыва хỹтĕлекенсем патне посылкăпа та çитереççĕ, салтаксем патне çỹрекен волонтерсенчен те парса яраççĕ.

 Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика