Çывăх вăхăтра, февралĕн 8-мĕшĕнче, районти "Авангард" хаçат редакцийĕ, унăн ветеранĕсем, пĕрлех пин-пин вулакан черетлĕ юбилее паллă тăваççĕ - пĕрремĕш номер тухнăранпа 90 çул çитет. Çак тапхăрта унăн ячĕ пĕрре мар улшăннă. Кун пирки кăшт каярахпа тепĕр хут таврăнăпăр. Чăн малтанхи вара - "Паянхи сас". Халĕ тухса тăракан хаçатăн пĕрремĕш страницинче ятне шултăра саспаллисемпе çырнă çĕрте, сылтăм енче, çỹлте вĕтĕрех "Паянхи сас" тесе çырнине пурте асăрханă ĕнтĕ. Шăпах "Авангардăн" пĕрремĕш ячĕ ĕнтĕ вăл. Кунта çак икĕ сăмах лартнин те пĕчĕк юбилей - 25 çул. 1996 çулта вырнаçтарнăччĕ ăна...
Хаçатăн пĕрремĕш юбилейĕ
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш, 70-мĕш çулĕсенче "Авангардра" "Хаçат 1930 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче тухма пуçланă" тесе çыратчĕç. Çакна тĕпе хурса 1970 çулта, шăпах декабрĕн 17-мĕшĕнче, районта 40 çулхи юбилейне паллă турĕç. Унтанпа пилĕк теçетке çул иртрĕ пулсан та, вăл халĕ те асра, куç умĕнче. Çак çулхине, июлĕн 1-мĕшĕнче, мана, тин кăна Сăкăтри вăтам шкул пĕтернĕ ачана, "Авангард" хаçата литсотрудник пулма ĕçе илчĕç. Улттăмĕш-çиччĕмĕш класран пуçласах заметкăсем çырса тăнине, аслăланса пынă май, самай пысăк статьясем те ярса пынине хаçатçăсем асăрханă-пĕлнĕ ĕнтĕ
. Редакцинче уçнă ĕç ялкорсен шкулне пĕтернине те шута илнĕ-тĕр. Шкул дирекцине шăнкăравласах чĕнтернĕччĕ виç кун маларах мана ун чухнехи хаçат редакторĕ Николай Афанасьевич Фомин. Çирĕппĕн çаплах каланăччĕ: "Сана эпир лайăх пĕлетпĕр. Ыран мар тепĕр кун ĕçе тухатăн. Ирпе ман пата заявлени çырса кĕретĕн!" Редакцие çак кунах тата тепĕр çынна та ĕçе илнĕ иккен. КПСС Патăрьел райкомĕнче пропагандăпа агитаци пайĕн инструкторне Виталий Яковлевич Киданова, Пăлапуç Пашьел чăвашне, редактор заместителĕ пулма çирĕплетнĕ. Ун умĕн ĕçленĕ Александр Иванович Мефодьева (Еншик) вара пысăкрах вырăна, парти райкомĕн организаци пайĕн заведующийĕн тивĕçне пурнăçлама куçарнă. Çапла пĕр пỹлĕме иккĕн кĕрсе лартăмăр. Заместитель пĕр вăхăтрах редакцин парти пурнăç пайĕн пуçлăхĕ те. Эпĕ - унăн корреспонденчĕ. Пирĕн çинче - парти, профсоюз, комсомол организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, ытти обществăлла юхăмсем, халăх контролĕ, атеизм тата тем те пĕр. Редакцинче тата ял хуçалăх пайĕ, çырусен пайĕ пур. Вĕсен ертỹçисем Кĕçĕн Патăрьел чăвашĕ Иван Васильевич Марков тата Кивĕ Ахпỹрт хĕрĕ Валентина Алексеевна Ардюкова (кайран - Мальцева). Кашнинче икшер çын. Хаçат макечĕсене яваплă секретарь Алексей Алексеевич Салмин тăвать. Редактор хăй типографири шалти пỹлĕмре ларатчĕ. Чăвашла хаçата тутарла куçарса кăларакансем тата ултă çын пулнă.
Шкул сакки çинчен килнĕ çамрăк статьясем çырма тỹрех пит пĕлмен те пулĕ ĕнтĕ. Çавăнпа мана ĕçе хăнăхмалăх малтанхи уйăхсенче корректура ĕçне те явăçтаратчĕç. Ку тивĕçе Тикеш хĕрĕ Валя Семенова пурнăçлатчĕ. Полосасем çинчи йăнăшсене эпир унпа тупса тỹрлететтĕмĕр. Ун чухне хаçат питĕ кая юлса тухнă: дежурнăйсем çур çĕр çитеспе кăна полосасене типографинчи печатниксене пичетлеме ирĕк паратчĕç. Çавăнпа корректорпа дежурнăй, дубляжпа ĕçлекенсем, пĕрлех типографин наборщикĕсем тата линотиписткисем нумай чухне ĕçрех выртса çывăрнă. Кун пек хĕрỹ кунсем вара эрнере виççĕ - тунтикун, юнкун тата эрнекун. Иккĕмĕш сменăна килнĕ печатниксем çутăличченех хаçат çапатчĕç. Ирпе тиража автомашинăпа почтăна леçнĕ. Хаçат кăнтăрлана вулакансем патне çитнĕ. Çак графика нихăçан та пăсма юраман. Вăл пысăк айăплавсемпе çыхăннă. Çав саманара çăкăр пĕçерекенпе хаçат кăларакан кăна хăйĕн ĕçне урăх вăхăта куçарма пултарайман, вил-чĕрĕл - хăв ĕçне ту.
Николай Фомин тĕп редакторта 16 çул ĕçлесе редакцин пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес, корреспондентсен пултарулăх шайне ỹстерес, хаçат пĕлтерĕшне çĕклес енĕпе чылай вăй хунă. Шел те, ун пирки район шайĕнче (некрологсăр пуçне) те, республикăри информаци хатĕрĕсенче те халиччен пулса ăшă сăмахсем çырман-каламан. Çавăнпа кĕскен те пулин биографийĕнчи хăш-пĕр йĕркисене асăнса хăварас килет. Вăл 1918 çулта Аслă Арапуçĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Хусанти учительсем хатĕрлекен институтра вĕреннĕ, унтан шкулта ачасене вĕрентнĕ. 1940-1942 çулсенче ĕлĕкхи Первомайски районĕнчи ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ. Унтан ăна Хĕрлĕ çара, пехота училищине янă. 1943 çулта чире пула каялла килнĕ. Кĕске вăхăтлăха вăл Шупашкарти Ĕç резервĕсен управленийĕн начальникĕн заместителĕ пулнă. Унтан ăна Чкаловски районне (Патăрьел тесе ăнланмалла) парти ĕçне куçарнă. Кунта вăл 1943-1945 çулсенче райкомăн оргинструктор пайĕн заведующийĕнче, 1945-1951 çулсене пропагандăпа агитаци пайĕн заведующинче вăй хунă. 1951-1954 çулсенче парти картлашкипе çỹлелле хăпарса малтан парти райкомĕн секретарĕнче, унтан иккĕмĕш секретарĕнче ĕçленĕ. 1954 çулта ăна Мускаври партин Аслă шкулне вĕренме янă. Тăватă çул пĕлỹ илнĕ хыççăн республикăри "Коммунизм ялавĕ" (халĕ "Хыпар") хаçатăн вырăнти собкорĕ, парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн заведующийĕ пулнă. 1960 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче ăна районти "Авангард" хаçат редакторĕ пулма çирĕплетнĕ. Патшалăх умĕнче тунă пархатарлă ĕçсемшĕн ăна "Хисеп палли" орденпа наградăланă. Патăрьелĕнчи вăтам шкулта учительницăра ĕçлекен мăшăрĕ пурнăçран йывăр чире пула ир вилчĕ. Çакă та ăна самаях хуçрĕ пулас: 1976 çулта июньте хăй те аллă саккăртах пурнăçран уйрăлчĕ. Пытарма коллективпах тухнăччĕ...
Хĕле кĕрес умĕн планеркăсенче хаçатăн хĕрĕх çулхи юбилейне паллă тăвас пирки калаçа пуçларĕç. Халиччен пулса та районта кун пек ĕç-пуç йĕркелеймен. Редакци кун-çулĕ пирки хатĕр материалсем çук. Çавăнпа сентябрьте кăна ял хуçалăх пайне ĕçе илнĕ Александр Степанович Плешковпа (Кивĕ Ахпỹрт) Николай Семенович Волков (Пăлакасси) фотокорреспондента Шупашкара командировкăна яма калаçса татăлчĕç. Унта вĕсем икĕ кун пурăнчĕç. Александр Степанович Кĕнеке палатинче упранакан пур пек "Паянхи сасăн" тата малалла "Октябрь ялавĕ" ятпа тухнă хаçат тĕркемĕсене пăхса тухнă, вĕсенче пичетленнĕ тĕрлĕ темăллă заметкăсене çырса илнĕ. Н. Волков вара çав тĕркемсене пĕр çĕре хурса ячĕсем курăнмалла ỹкернĕ.
Патне çитеспе çывăхри тата аякри хăнасем патне йыхравсем çырчĕç, юбилей номерне хитререх те туллинрех тăвас пирки сĕнỹсем пачĕç. Вара çав маларах асăннă кун, декабрĕн 17-мĕшĕнче, парти райкомĕн пысăк залĕнче районти пичет активисчĕсен савăнăçлă ларăвĕ иртрĕ. Унта редакци работникĕсемпе пĕрле типографи коллективĕ те хутшăнчĕ. Ларăва парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ В.С.Тимошев уçрĕ, пурне те сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Хаçат кун-çулĕ, паянхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки редактор çумĕ В.Я. Киданов доклад турĕ. Ун хыççăн пичет ветеранĕсем, ларăва аякран килнĕ хăнасем, ытти çынсем хăйсен аса илĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Çав шутра райхаçатăн пĕрремĕш сотрудникĕ, каярахпа яваплă секретарĕ пулнă Якку Арслан (Я. Л. Зверев ), хаçатăн хастар ялкорĕ Матви Сакмаров (Пăлапуç Пашьел) тата ыттисем. Пухăва Чăваш АССР Министрĕсен Совечĕ çумĕнчи Пичет управленийĕн начальникĕ А. Иванов те килнĕччĕ, вăл "Авангард" хаçата 40 çул тултарнă ятпа Хисеп грамоти парса чыс турĕ. Ларурах хастар ялкорсене парти райкомĕн, комсомол райкомĕн грамотисемпе наградăларĕç.
Апата хăнасене Канаш урамĕнче (редакцинчен икĕ кил урлă кăна) вырнаçнă, райцентрти пĕртен-пĕр столовăя пуçтарчĕç. Вăрăм сĕтелĕн пĕр кĕтессине редакцин пултарулăх ĕçченĕсем ларчĕç. Вĕсемпе пĕрле эпĕ те лекнĕччĕ. Якку Арслан унта та сăмах каларĕ. Утмăла çитнĕ, çỹллĕ те тĕреклĕ çын (1910 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче Ишлĕре çуралнă) Шупашкарта пурăннă, Чăваш радиокомитетĕнче ĕçленĕ. "Паянхи сас" хаçата пырса кĕнĕ чухне вăл тин кăна çирĕм тултарнă каччă пулнă. Хальхи куçпа пăхсан, ача темелле. Анчах ун чухнех опытлă учитель шутланнă, паха сăвăсем çырнă. Ăна редакцине ĕçе çураçтаракан Митта Ваçлей - редакципе типографи никĕслевçи, Чăвашра анлă сарăлнă поэт вара миçере пулнă тетĕр? Çирĕм виççĕре пыракан йĕкĕт! Тĕлĕнмелле!
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Яков Львович хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Подольскинчи пехота училищин курсанчĕ чухнех Мускав облаçĕнчи Малоярославец районĕнче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçăва кĕнĕ. Октябрĕн 14-мĕшĕнче вара контратака вăхăтĕнче тăшман пулемет точкине çапса салатма ултă салтака ертсе кайнă, кăкăртан тата пуçран аманнă, çапах аптраса тăман, хăюлăх кăтартса тăшманăн икĕ атакине сирсе яма пултарнă. Çакăншăн ăна "Паттăрлăхшăн" медаль парса наградăланă. Сывалса тухнă хыççăн вăл Мускав çар округĕнче запас стрелок дивизинче полк штабĕн начальникĕн пулăшуçи пулнă. Аслă лейтенант пакунĕсемпе вăрçăран таврăнсан Первомайски парти райкомĕн секретарĕнче, 1947-1949 çулсенче иккĕмĕш секретарĕнче ĕçленĕ. 50-мĕш çулсенче пĕр хушă тăван ялĕнче колхоз председателĕнче вăй хунă, унтан Шупашкара куçса кайнă.
Н. ЛАРИОНОВ. Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, 1996-2005 çулсенче тĕп редактор пулнăскер.
Малалли пулать