Район больницин инфекци тата ковид уйрăмĕсенче чылай çын коронавирусран сипленет. Пациентсен йышĕ 70-тен те чаксах каймасть. Вирус çулне пỹлес тесен мĕн тумалла-ха? Çак ыйтупа шăпах Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕпе Анатолий Кольцовпа калаçу пуçартăмăр. - Паллах, прививка тутармалла. Унсăрăн хăтăлаймастпăр. Августăн 5-мĕшĕнче çеç эпир 120 çынна вакцина яма пултартăмăр. Эрнекун тата 40 доза илсе килтĕмĕр. Турхан участокĕпе 2000 çынран 950-шĕ, Аслă Чемен тăрăхĕпе 1169 çынран 450-шĕ вакцина яртарнă. Мускавран е ытти хуласенчен кану вăхăтне яла пурăнма килекенсене шута кĕртмен кунта. 2020-2021 çулсенче пирĕн тăрăхри 150 çынна яхăн çак чир çулăхрĕ. Уççăн калаçассине тĕпе хуратпăр. Пирĕн тĕллев кашни 100 çын пуçне 60 е ытларахăшне прививка тутарттарма кăмăл çуратассиччĕ. Çакна çăмăллăнах пурнăçласа пыратпăр. Кашни касри 10 çынран улттăшне вакцина ямалла пулать урăхла каласан. "Эпир - пĕрле!" чĕнỹ вăйра тăрать.
- Пĕччен сурать типсех пырать, ушкăн сурать кỹлĕ пулать, теççĕ. Сирĕн ĕçĕрте те ушкăн вăйĕ сисĕнет.
- Çапла. Унсăрăн майĕ те çук. Çамрăк волонтерсем хаваспах пулăшаççĕ. Прививкăна хăçана çырăннине, сиплев çуртне хăш вăхăтра килмеллине асăрхаттарма ỹркенмеççĕ аслăрах çулхисене. Почта ешчĕкĕсене чиртен асăрханмалли сĕнỹсене хураççĕ. Вĕсене компьютерпа хамăр патăртах пичетлесе кăларатпăр.
- Анатолий Валентинович, вакцина яриччен сывлăхĕсене тĕрĕслетĕр пулĕ ĕнтĕ...
- Çапла. Ỹт температурине, юн пусăмне виçетпĕр. Ытти чирсем пуррипе интересленетпĕр. Маларахри уйăхсенче онкологипе чирлисене, йывăр çын хĕрарăмсене вакцина ярассине тăхтама сĕнетчĕç. Халĕ вĕсене те хирĕçлемеççе. Сахăр диабечĕпе, сывлав çулĕпе чирлисен те прививкăран пăрăнмалла мар.
- "Сараппанлă радио" калаçăвĕ чăрмав кỹмест-и? - Кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн хăйех яваплă пулмалла. Шел пулин те, тепĕр чухне хулара пурăнакан ачисемех ашшĕ- амăшне прививка тутарассине хирĕçлеме сĕнеççĕ. Анчах çывăх çыннисем хăйсемех тĕрĕс пĕтĕмлетỹ тума пĕлеççĕ. Тури Тăрмăшĕнчи Светлана Сидорова та çакнах çирĕплетет. 12 ача ỹстернĕскер пепкисене тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕлесе вакцина яртармасăрах пулман вĕт.
95 çулхи вăрçă участникĕ Феоктист Васильев та кăмăлпах прививка тутарчĕ. Чăнах та, кирек хăш вакцинăна организма ярсан та хăшĕн-пĕрин мĕнле те пулин палăрăм пулма пултарать. Сехĕрленме кирлĕ мар. Ỹт температури пăртак хăпарнипе нимĕн те пулмасть. Организм вируса хирĕç кĕрешмелли май шырать.
- Çак ыйтупа çынсен ăнланулăхĕ кирлех ĕнтĕ.
- Тĕрĕс палăртатăр. Турханти психоневрологи интернатĕнче 150а яхăн çын ĕçлет. Унта пурăнакансен йышĕ самай пысăк. Вакцина яртарассинчен пĕри те пăрăнса юлмарĕ. Ыттисен те çапла пулмалла, ман шутпа. Çемьере пĕри чирлес пулсан, теприне еретех. Куçăм пысăк халĕ. Çуллахи вăхăтра çамрăксем ăçта кăна канма кайса çỹремеççĕ? Мускава е ытти хуласене ĕçлеме каякан та сахал мар. Вĕсем чир ертсе килмеççĕ тесе никам та шантарса калаймасть. Вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕнче, шкулта, ытти учрежденисенче ĕçлекенсем те прививка тутарнă. Çын хушшинче вăй хуракансен çапла пулмалла та. 60-тан иртнисен те ăнланулăх пысăк. Пирĕн тăрăх ытти енĕпе те ырăпа палăрса тăрать пулсан, ку тĕлĕшпе те кăтартуллă эпир. Кирек камăн та коронавируса пула сывлăха хавшатмалла ан пултăр. Прививка тутарассинчен ан пăрăнăр. Вакцинăна тỹлевсĕр яраççĕ. Аякка кайса çỹремелле те мар. Ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче, врач амбулаторийĕсенче, районти тĕп больницăра сирĕн ыйтăвăра ку енĕпе туллин тивĕçтереççех. Маншăн паян та, акă, пĕр çынна иккĕмĕш хут прививка тутарма врач офисне килмелли пирки аса илтерме йĕтем çине кайса килесси пĕр йывăрлăх та кỹмерĕ. Инçе çула çывăхлатса Упамса ялĕнче те пултăм. Çынсен сывлăхĕшĕн вăхăта пăхмасăр тăрăшатпăр. Шурă халатлисен ĕçне вырăна хурса районти ытти ялсенче те прививка тутарасси йĕркеллĕ пырасса шанатпăр. Мĕншĕн вăхăта тăсмалла? Эпир сывă пулсан, çемье те сывах. Çуртра çак чир хуçаланмасан кỹршĕ те шикленмест. Касра та ырăлăх тăрать. Ял та уççăн сывлать. Çапла мар-и-ха? Пĕрлĕхре - вăй, теççĕ. Пĕрлех, пĕр шухăшлах пулар.
А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă