Федор Гаврилович стационар уйрăмĕнче пурăнакансемпе сывпуллашрĕ те васкамасăр, тарăн шухăша кайса малалла утрĕ. "Светланăна килĕшекен арçын шăпах эпĕ мар-ши? - шухăшсен çиппине сĕвемлерĕ педагог.
- Хĕрсенчен амăшĕн кĕсье телефонĕн номерне ыйтма хăюлăх çитеймерĕ. Тепĕр тесен, вĕсен ялĕн ятне пĕлетĕп ĕнтĕ, пĕр-пĕринчен аякра пурăнмастпăр темелле. Хам çине тăрсан, тĕл пулса калаçăпăр-ха..." Федор Гаврилович, кỹршĕллĕ районта кунĕпе çỹресе самаях ĕшеннĕскер, хăйсен районне каякан автобус ларкăчĕ çине ларсан канăçлăн хыçалалла тайăнчĕ. Автобус автотрассăпа кайма пуçласан учитель Светлана тата унăн хĕрĕсем пурăнакан ял еннелле тăсăлакан çул çине çаврăнса пăхрĕ. Икĕ енĕпе те йывăçсем ỹсекен асфальтлă çула тимлĕн сăнанă май, арçын ачаш та çепĕç туйăмсен ытамне кĕчĕ, чĕри çийĕн çутă шанăç хĕлĕхĕсем карăнчĕç... 2. ÇЫН пурнăçĕн кустăрми ялан пĕр йĕрпе кăлтăртатса чупмасть çав: кỹршĕллĕ районтан таврăнсан тепĕр куннех райцентрти хăй ирĕкĕпе çулталăк каялла ĕçлеме пăрахнă Федор Матвеева вăтам шкул директорĕ чĕнтерсе илчĕ. Хăй вырăнне ĕçлеме хăварнă Валентина Григорьева историк, - вăл Çĕнĕ çул умĕн çамрăк биологпа пĕр çемьене пĕрлешнĕччĕ, - августăн пĕрремĕшĕнче декрет отпускне тухать-мĕн.
- Федор Гаврилович, тепĕр учитель шыриччен, Валентина Ильиничнăн урокĕсене хăвăрах парас терĕмĕр, - терĕ Владимир Леонтьевич.
- Декрет отпускĕнчен тухсан вара ăна хăйнех ĕçлеттерĕпĕр. Вăл пултаруллă учитель пулнине çулталăк хушшинчех лайăх кăтартса пачĕ. Ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те çамрăк учительницăна питĕ хисеплеççĕ...
- Владимир Леонтьевич, сирĕн сĕнĕвĕре хаваспах йышăнатăп, - терĕ Федор Гаврилович.
- Манăн вĕренекенĕм çăмăллăнах учитель биографине пуçлани, вăл ăнăçлă ĕçлесе пыни мана, пытармастăп, питĕ савăнтарать. Ара, историке вĕренме кĕме Валентинăна эпĕ хамах сĕннĕччĕ-çке. Отпуск хыççăн малалла та хăйех ĕçлетĕр. Эпĕ, пĕччен пурăнакансер, кайран, тен, урăх шкула та кайса ĕçлĕп...
- Пире ăнланнăшăн тата ырă кăмăлăршăн тавах сире, Федор Гаврилович. Сире малтанхи пекех тăрăшса ĕçлеме ăнăçу сунатăп. Пуçланчĕ вара уншăн каллех пысăк хуранти шыв евĕр вĕресе тăракан шкул пурнăçĕ! Пĕтĕм ĕçе тĕплĕн тата професси ăсталăхĕпе тума хăнăхнăран, истори учителĕ вăтам классенчи уроксене вĕренекенсемшĕн кăсăклă ирттерес тесе вăхăтне те, вăй-халне те шеллемерĕ. Паллах, компьютерпа усă курса, педагогикăри чи çĕнĕ технологисемпе çанă тавăрса ĕçлессине те, районти ĕçтешĕсем умĕнче кăтартуллă уçă уроксем парассине те, вĕренỹре кирлĕ пек ĕлкĕрсе пырайман ачасемпе уроксем хыççăн хушма занятисем ирттерессине те пĕрлех йĕркелесе пычĕ опытлă педагог. Юратнă ĕçре ырми-канми вăй хунă чухне пурнăç сехечĕн йĕппи çав тери хăвăрт çаврăннăн туйăнать. Федор Матвеев шкулта каллех учителĕн йывăр лавне туртма пуçланăранпа виçĕ çул ухă йĕппи евĕрлех вирхĕнсе иртрĕ. Кăçал, августăн пĕрремĕшĕнче, телейлĕ çемье пуçĕн мăшăрĕ, чакăр куçлă, çырă çỹçлĕ хĕр пĕрчин амăшĕ Валентина Ильинична каллех хăй чунтан юратнă ĕçе çỹреме пуçларĕ. Федор Гаврилович вара çамрăк учительницăна ĕçре малашне те чун хĕрỹлĕхĕпе ĕçлесе пыма, ачасене тивĕçлĕ воспитанипе пĕлỹ пама ăнăçу сунса, тулли ĕç стажĕшĕн тỹлекен укçапа пурăнмалли йĕрке çине куçрĕ. Укçа тенĕрен... Шкулта виçĕ çул пĕтĕм вăя хурса ĕçленĕ хушăра туртман-ĕçмен педагогăн укçа-тенки самаях пухăнчĕ темелле - ăна кашни уйăхра перекет банкне хыврĕ. Кам пĕлет: малашне юратнă профессипе çыхăннă биографи йĕркисене ĕç кĕнекине кĕртме май килмесен, перекетленĕ укçа-тенкĕ пурнăçа йĕркеллех сыпăнтарса пыма пулăшĕ. Паян, август пуçламăшĕнчи панулми шăршиллĕ илемлĕ кун, Федор Гаврилович каллех кỹршĕллĕ район центрне кайса килме, унти ятарлă лавккара садра ĕçлемелли вак-тĕвек ĕç хатĕрĕсем туянма шутларĕ. Хăй пурăнакан икĕ хутлă çурт умĕнчи кỹршĕсем лартнă чиепе слива йывăçĕсем, çуллен çĕнĕрен те çĕнĕ хунавсем кăларса пынă май, халĕ вăрман чăтлăхĕ евĕрлех сарăлса кайнă. Федор Гаврилович хваттерсенче пурăнакан ытти арçынсемпе пĕрле çак лаптăка кирлĕ пек касса тирпейлеме, çурт умне малтанхи евĕр илем кỹме тĕллев лартрĕ. Кỹршĕллĕ райцентра автобуспа çитсен, васкамасăр лавкка еннелле утнă май, Федор Гавриловичăн куçĕ умне Оксанăпа Наташăн амăшĕн, Светланăн, ĕçчен те йăваш кăмăллă чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕ ытарлăн тухса тăчĕ. Светлана... Мĕнешкел хитрен янăрать чуна ăшăтакан, чĕрене канăçлăх кỹрекен çак хĕрарăмăн ячĕ! Мĕншĕн, мĕншĕн тăтăшах аса илмерĕ, вĕсен ялне ятарласа кайса, унпа çывăххăн паллашас темерĕ халĕ ĕнтĕ аллă виççĕри арçын? Телейлĕ саманта ерипен çывхартас, шăпана ăраскаллă тăвас тесе шутланă вăхăтра, канмалли кунсенче кашнийĕнче тенĕ пекех, шкулти е районти мероприятисене хутшăнма тиветчĕ. Çуллахи отпуск тапхăрĕнче вара Федор Гавриловича, ăста каменщика, штукатура тата платнике, - çак ĕçсене вăл студентсен çуллахи строительство отрячĕсенче хăнăхнăччĕ, - юлташĕсем, унчченхи йăлапа, Мускав облаçне е ытти региона ĕçлеме чĕнетчĕç. Бригадăри юлташĕсем ыйтнине хирĕçлесе тăман ĕнтĕ, шкулта вăхăтлăха кăна ĕçленине пула, енчĕке укçа-тенкĕпе хулăнлатса пымаллине те лайăх ăнланнă. Паллах, тăван шкула юсаса çĕнетес, классене сăрласа илемлетес тĕлĕшпе те ỹркенсе тăман, пĕр-пĕр сăлтав тупса айккине пăрăнса юлман.