Майăн 20-мĕшĕнче кăнтăрлахи апат хыççăн Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕ патне каякан çул хĕррине пысăк тиевлĕ автомашина (вăл пăхсах курăнать) çỹп-çапне тăкса хăварнине кунтан иртен-çỹрен критикăлла йышăнчĕ.
Кун пирки социаллă сетьре те сăн ỹкерчĕкпе видео тухнăччĕ... Ĕç-пуçа пайăрлатас тĕллевпе майăн 21-мĕшĕнче ирпе-ирех çак вырăна çитрĕмĕр. Эпир пынă чухне кунта "Полигон" общество ĕçченĕсем хĕрсе кайсах ĕçлетчĕç, çул хĕррине тăкса хăварнă çỹп-çапа пысăк машина çине тиетчĕç. Çапах та мĕн пулнă, кам тата мĕншĕн çапла хăтланнă-ши? –
Ялта çỹп-çапа пуçтарса çỹрекен автомашина ăна тăкмалли вырăна кайма пикеннĕ. Унăн кузовĕнчен тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланнине курсан автомашинăна хирĕç пулакансем чарчĕç. Эпĕ те чупса пытăм. Водитель хăвăрт йышăну турĕ, тиеве васкавлă пушатса "01" службăна шăнкăравларĕ. Вĕсем те çитрĕç, çийĕнчех сỹнтерчĕç,- терĕ Анатолий Моисеев хăй куçĕпе курнă пăтăрмаха.
Çакна та палăртса хăварасшăн. Ялсенче кил-тĕрешрен тухакан çỹп-çап тăкмалли контейнера строительство материалĕсен юлашкисене, выльăх каяшне, йывăç турачĕсене пăрахмалла мар. Çавăн пекех мунча кĕлне те пĕтĕмпех шăранса пĕтмесĕр илсе тухма тăхтамалла! Чикарккă тĕпне унта ывăтни те инкек патне илсе пыма пултарать. Çак сăлтавпа пластик контейнерсем çунса кайни Патăрьелĕнче маларах та пулнăччĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |