"Турă мана хĕр пачĕ"

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2024, 13:09 Просмотров: 125

Шăхачра çуралса ỹснĕ, халĕ Патăрьелĕнче пурăнакан София Марукова çак сăмахсене чунтан калать. София Петровна нумаях пулмасть 90 çул тултарнине паллă турĕ.

Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, тирпейлĕ тумланнă, çăмăл утăпа вашлаттарса çỹрекен хĕрарăма муниципалитет округĕн центрĕнче темиçе хутчен те курма тỹр килнĕ. Районти тĕп библиотекăна, пасара, лавккасене çỹрет вăл. Иртен-каяна сывлăх сунать, паллаканпа калаçу пуçарать тата ытти те. Пурнăçра хура-шурне сахал мар курнă хăй. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче ỹснĕскере пĕртте çăмăл пулман. Çамрăклах курăс хуппине сỹсе шывра пусарма хутшăннă. Унтан ашшĕ çăпата ăсталанă. Шетник, лаххан, йывăç витре, ала, уйран çỹпçи хатĕрленĕ. Вĕсене София амăшĕпе çĕр улмилле улăштарма е пасара сутма кайнă. Хăй те çамрăклах пир тĕртме вĕреннĕ. Ашшĕпе уй-хирте çуркунне крахмал пуçтарни те манăçа тухмасть.

- Аттен витри çурри таран пулчĕ. Манăн çук. Йăран хушшипе мар, йăранĕпе каймалла пулнă иккен. Тинех кăмăл уçăлчĕ,- тет вăл.

Налук пысăк пулнă. Ăна тỹлесе пырайманран картишĕнчи ĕнине те илсе тухса кайнă.

Граждан вăрçинчен аманса таврăннă ашшĕ 50 çултах пурнăçран уйрăлнă. Хырăм выççи, ăшă тумтир çукки хĕрачана çамрăклах ĕçе хăнăхтарнă. 4 класс çеç вĕренме тивнĕ шкулта.

17 çул тултарсан "Коммунар" эртеле ĕçлеме кĕнĕ. Пăяв явнă, пичке хăмисене тирпейлесе пынă, вăкăр кỹлсе шыв турттарнă, локомотив валли вутă татса çурнă. 1955 çулта юлташĕсемпе Шупашкарти пĕр стройтреста грузчик пулса ĕçлеме кĕнĕ. Кăштахран каялла таврăнса йывăçран япаласем тăвакан ялти комбината вырнаçнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех станочницăра тăрăшнă. Ĕç планне тултарас тесе икшер смена вăй хунă.

 Ĕçне кура - хисепĕ. София Петровна сăнĕ тăтăшах Хисеп хăми çинче пулнă. Темиçе хутчен "Коммунизмла ĕç ударникĕ" ята тивĕçнĕ. Ильинка, Кувшинка кану çурчĕсенче сывлăхне çирĕплетнĕ. Тăван ялах качча тухнă София. Мăшăрĕпе пĕр хĕр çуратнă. Тĕпрен уйрăлса тухса çурт та лартнă. Выльăх-чĕрлĕх те тытнă. Ал ĕçне маçтăр пулнă. Пĕр каçра пĕр чăлха çыхнине калать. Паянхи кун та минтер пичĕсене, тĕрленĕ тутăрĕсене усă курать. Шел, мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлнă.

София Марукова ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ. Çамрăклах юрра-ташша ăста пулнă вăл. Спектакльсенче те вылянă. Сцена çине "Виçĕ туйпа" тухнине куракансем паян та ăшшăн аса илеççĕ.

Хальхи вăхăтра Люба хĕрĕ патĕнче пурăнать. Виçĕ мăнукĕпе киленет. Икĕ кĕçĕн мăнукĕ ỹсет.

Иртнĕ пурнăçа аса илсе сăвăсем çырать. Вĕсене хаçат редакцине те пĕр хутчен çеç мар илсе килнĕ. Вулакансене пĕрне сĕнетпĕр:

Çавра кỹлĕ хĕрринче

Вăрăм чăрăша куртăм.

Вăрăм чăрăш тăрринче

 Ăмăрткайăк йăви пур.

Ăмăрткайăк йăвинче

Хура чĕкеç чĕппи пур

. Ăмăрткайăк - ман атте,

Хура чĕкеç - ман анне.

Хура вăрман пĕтмесĕр

Манăн хурлăх пĕтес çук.

 Çавра кỹлĕ типмесĕр

Манăн куççуль типес çук.

Куççуль вăл савăнăçпа та юхать. Ватлăхра София аппан та çавах. (1114)

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика