"Манăн кĕллĕме Турă илттĕрех"

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2024, 13:10 Просмотров: 112

Çапла калать Сăкăт ялĕнче пурăнакан Нина Ларионова (сăн ỹкерчĕкре). Ун пек теме сăлтавĕ те пур. Икĕ мăнукĕ - Сергейпе Вадим - Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. Çак хирĕçỹ частарах чарăнтăр, çамрăксем чĕрĕ те сывă таврăнччăр тесе ирĕн-каçăн Турра кĕл тăвать. Турă Амăшĕн Хусан турăшĕн тата çветтуй Пантелеймон ячĕсемпе акафест вулать.

Нина аппа (ăна Сăкăтра çапла чĕнеççĕ) çак ялтах çуралса ỹснĕ. Амăшĕ - Мария Кузьминична Нрти - мĕн çамрăкранах хуçалăхра вăй хунă. Сăр хĕрне окоп чавма та, вăрман касма та кайнă. 1943 çулта, хĕрсене вăрçа яма тытăнсан, Маюк хăрах ураллă, костыльпе çỹрекен хăйсен кассинчи Николай Лепешкина качча тухнă. 1944 çулта вĕсен хĕрача çуралнă. Ăна Нина ят панă. Аван вĕренсе пыраканскер 7 класс хыççăн каçхи шкула куçнă, çак вăхăтрах колхозра та ĕçленĕ. Алла документ илсен те ялах юлнă хĕр. 7 çул фермăра вăй хунă.

1964 çулта ялти маттур та пултаруллă спортсменпа, киномеханикра ĕçлекен Николай Ларионовпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çамрăксем пĕччен пурăнакан Матĕрне аппа патне куçса çĕнĕ çурт лартнă. Нина Николаевна 1969-1990 çулсенче, мĕн пенсие кайичченех, Патăрьелĕнчи санэпидстанцире дезинфектор пулса ĕçленĕ. Кайран та килте ларас килмен унăн, ялти чиркĕве хăпартнă çĕрте пулăшнă. Çакăнтан пуçланса кайнă та тепĕр енлĕ пурнăçĕ - Турă тата чиркỹпе çыхăнасси. Паянхи кун та Христос çуралнă ячĕллинче пачăшкă çумĕнчи ертсе пыракан псаломщица вăл.

Нина Николаевнăпа Николай Петрович 52 çул пĕрле шăкăлтатса пурăннă. 5 ача - 3 ывăл та 2 хĕр - çуратса çитĕнтернĕ, пурте çемьеллĕ. Шел те, Николай Петрович 8 çул каялла чире пула ĕмĕрлĕхех пиртен уйрăлса кайрĕ. Халĕ Нина аппа килте пĕчченех. Ачисене канмалли кунсенче кĕтсе илсе ăсатса ярать. Вĕсем унăн питĕ маттур, çурт-йĕре çĕнетсех тăраççĕ, амăшне хисеплеççĕ, пулăшаççĕ.

Нина МАЗЯКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика