Футболистсем – маттурсем

Категория: Публикации Опубликовано: 26.08.2024, 20:17 Просмотров: 72

 Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта футболла выляса Чăваш Енре мала тухассишĕн "БТВ" (Патăрьел) тата "Факел" (Красноармейски) командăсем хушшинче матч иртнĕ. Вăйă Патăрьелсем çĕнтернипе, 9:0 шутпа вĕçленнĕ.

Матч Юхмапа Пăла тăрăхĕн спортсменĕсем пĕр шухăшлă пулса выляма пĕлнине тепĕр хут кăтартса панă. Максим Сорокин - тăватă, Николай Романов - икĕ, Аркадий Мордяков, Данил Федоров, Антон Антонов пĕрер хутчен мечĕке Трак енсен хапхине тапса кĕртнĕ.

ХХХ

40 çултан аслăраххисенчен йĕркеленнĕ футболистсен "Темп" командипе Шупашкарти "Энергия" команда хушшинче Чăваш Енре мала тухассишĕн иртнĕ матч 6:0 шутпа вĕçленнĕ. Çулĕсене кура мар хастар Патăрьелĕн спортсменĕсем пьедесталăн чи çỹллĕ картлаçĕ çине тăма тивĕçнĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика