Çỹçе пăхма тăрăшатăп: лавккара сутакан бальзамсемпе, кондиционерсемпе, маскăсемпе усă куратăп. Пуçа çунă хаççăн сиплĕ курăксенчен хатĕрленĕ шывпа чỹхетĕп, анчах усси çуках.
Нина ПЕТРОВА
Организма витамин çитменнипе çыхăннă ку. Çавăнпа тĕрлĕ маска тума тăрăшмалла. Калăпăр, горчица порошокĕнчен. Горчица юн çаврăнăшне тата япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать. Горчица порошокне шыва ярса пăтă евĕр пуличчен пăтратмалла. Çак хутăша çỹçе сĕрмелле. Çур сехетрен çумалла. Пылпа çăмартаран хатĕрленĕ маска та аван. Пыл В ушкăнри витаминсемпе пуян. Унта çавăн пекех тимĕр, йод, марганец, цинк пур. Çакă çỹç икĕ вĕçленессинчен те пулăшать. 1 апат кашăкĕ пыла пĕр çăмарта саррипе хутăштармалла. Çỹçе сĕрмелле, 30 минутран çумалла. Кун хыççăн çỹç пурçăн пек яка, илемлĕ пулĕ.
Декабрь 2024 |