Çакăн пек ят панă хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине Марина Иванова. Вăл "Çĕнĕ вăхăт" типографинче пичетленсе тухрĕ. Унта автор юлашки вăхăтра çырнă 100 ытла сăвă кĕнĕ.
Сăрă шăрши те кайман кĕнекене Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра пахаларĕç. Мероприятие Марина Ивановнăн ĕçтешĕсемпе тусĕсем, вĕрентекенсем, çыравçăсемпе библиотекарьсем, шкул ачисемпе поэзие юратакансем йышлăн пуçтарăнчĕç.
Уяв каçĕнче ырă та ăшă сăмахсем чылай янăрарĕç. Автор хăйĕн пурнăçĕ, поэзи каçалăкне епле кĕрсе кайни тата хавхалантарса пыракансем пирки сăвăласа каларĕ. Хăнасем те кĕнекери килĕшнĕ йĕркесене илемлĕн вуласа пачĕç.
- Марина Ивановна шăрçаланă йĕркесем чăннипех те "чун апачĕ". Вулатăн та - чĕрере ырă пулса каять. Сăввисем шухăша яраççĕ, хавхалантараççĕ...
"Пурнăç ытамĕнче" кĕнекен тĕп шухăшĕ, манăн шухăшпа - çынлăх теми, чун ăшшийĕ. Кашни йĕрки чун-чĕре хĕлĕхĕсене хускатать. Автор хайлавĕсемпе пурне те паллашма сĕнетĕп", - терĕ Ыхра Çырминчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Кулакова. Светлана Пантелеймоновна уяв каçне пушă алăпа килмен. Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи пулнă май сăвăçа Наци конгресĕн Тав хучĕпе чысларĕ, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунчĕ.
Марина Иванова Тăрăн ялĕнче çуралса ỹснĕ, Еншик каччипе çемье çавăрнă. Виктор Алексеевичпа хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ, халĕ мăнукĕпе савăнаççĕ. Кĕнеке авторĕ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет.
Нина МАЗЯКОВА, Тăрăн ялĕ
Декабрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1
|
2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |