Пирĕн ентешсем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2024, 19:31 Просмотров: 216

Чăваш писателĕ, куçаруçă, СССР Писательсен канашĕн членĕ, Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ Василий Герасимович Игнатьев (02.09.1934-26.10.2014) 90 çул каялла Каншелĕнче çуралнă.

В. Игнатьев - чăвашсен паллă прозаикĕ. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, "Ялав" журнал сотрудникĕ, "Тăван Атăл" журнал пай редакторĕ, Чăваш Ен Писательсен канашĕн председателĕ, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ.

 Вулакансем В. Игнатьевăн пултарулăхĕпе 1955 çулта, "Ялав" журналта унăн пĕрремĕш калавĕ "Пĕчĕк акăшсен ташши" пичетленсе тухсан паллашнă. Унтанпа вăл 20е яхăн кĕнеке кăларнă. Вĕсенчен чи паллăраххисем: "Шăпчăк катинче", "Ăçта-ши эсĕ, манăн юрату?", "Иккĕмĕш тĕл пулу", "Канăçсăрсем", "Каçхи сассем", "Кăнтăр çеçпĕлĕ", "Маттур иккен ман аппа", "Сарри юратăвĕ" тата ыттисем те. Çавăн пекех вăл вырăссен паллă çыравçисен - Л. Толстойăн, А. Чеховăн, М. Горькин тата ыттисен - хайлавĕсене чăвашла куçарнă.

Педагог, писатель, халăха вĕрентес çут ĕç отличникĕ, Раççей Писателĕсен канашĕн членĕ Иван Иванович Пахомов (08.09.1934 - 14.01.2007) 90 çул каялла Пỹртлĕ ялĕнче çуралнă.

 И. Пахомов - И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет) выпускникĕ. Иван Иванович районти шкулсенче учитель, директор, "Рассвет" колхозра партком секретарĕ, председатель заместителĕ, председатель пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçре те хастар пулнă: Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхĕн правленийĕн членĕ, республикăри хаçатсен тата районти "Авангард" хаçатăн, Чăвашрадион обществăлла корреспонденчĕ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ертỹçи... Çавăн пекех вăл тăван ен историне тĕпчессипе те çине тăрса ĕçленĕ. Çак темăпа çырнă материалĕсем тăтăшах хаçат-журналта вырăн тупнă.

 И. Пахомов тăван ял, шкул, колхоз историйĕпе кăсăкланса "Ман пурнăç çак килтен пуçланнă", "Первомайски крахмалзавод историйĕ", "Буденный ячĕллĕ колхоз историйĕ" кĕнекесем пичетлесе кăларнă.

("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика