ИНТЕРНЕТĕмĕрĕ вăй илсе пынă тапхăрта мошенниксем те хăйсен тупăш çăлкуçне анлăлатсах пыраççĕ. Вĕсен серепине çакланас мар тесен телефонпа килекен шăнкăравсемпе питĕ асăрхануллă пулмалла. Палламан çын сире хăрушсăрлăх службинчен, йĕрке хуралĕнчен, банкран, социаллă фондран, сотовăй телефон операторĕ тесе паллаштарсан е сирĕн ятпа такам кредит илме хăтланнине пĕлтерсе "хăрушсăр счечĕ" çине укçана куçарма ыйтсан, пĕр иккĕленсе тăмасăрах телефон çыхăнăвне татмалла, унпа пĕр сăмах та калаçмалла мар. Ку вăл телефон ултавçисен хăйсен пайтишĕн ĕçлекен çул-йĕрĕ. Республикăра та, муниципалитет округĕнче те юлашки вăхăтра мошенниксем медицина ĕçченĕсене ытларах шăнман пăр çине лартнă тĕслĕхсем çине-çинех пулчĕç темелле. Акă, çак кунсенче çеç тĕп хуламăрти 50 çулхи медицина ĕçченĕ телефонпа калаçса хăйĕн укçине çеç мар, тăванĕсенчен кивçен илнисене те япшар калаçакансене куçарса панă, 9 миллион тенкĕсĕр тăрса юлнă!
Ноябрь 2024 |