Уй-хир хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2024, 19:37 Просмотров: 208

Муниципалитетра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ кăçал 15046 гектар йышăннăччĕ, ĕнерхи куна 14221 гектар пушаннă. "Исток", "Батыревский", "Красное Знамя", "Корма", "Тойсинская", "Кзыл-Камыш", "Родина" хуçалăхсем, "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиал, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ тата чылай фермер хуçалăхĕ ĕçе вĕçленĕ. Тыр-пул тухăçĕ вăтамран 29 центнерпа танлашать.

Вăрлăх сухана 460 гектартан пуçтарса кĕртнĕ, тухăçĕ - 180 центнер.

Сахăр кăшманне те кăларма пикеннĕ, ĕнерхи куна 40 гектарта вĕçленĕ. Вăтам тухăç 550 центнерпа танлашать.

Кĕрхи культурăсене планпа килĕшỹллĕн 2100 гектар акмалла, 1710 гектар (81,4 процент) никĕсе хывнă.

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика