Савăнăçлăн янăрарĕ шăнкăрав

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2024, 19:38 Просмотров: 83

 Сентябрĕн 2-мĕшĕнче муниципалитет округĕнче Пĕлỹ кунĕ ячĕпе кашни шкултах уяв мероприятийĕ иртрĕ. Вĕсенче урока чĕнекен шăнкăравсем янăрарĕç. Линейкăна администраци представителĕсем, депутатсем хутшăнчĕç.

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Елена Дымза, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тата Ыхра Çырминчи вăтам шкулсене çитрĕç.

 Рудольф Васильевич çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă май пĕлỹ пухас ĕçре çитĕнỹсем сунчĕ.

Муниципалитет округĕнчи шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлес ĕçе вырăнти бюджетран 2,1 млн тенкĕ тăкакланă. Пĕтĕмĕшле вĕренỹ çурчĕсене тĕпрен юсама тата çĕнетме 197 млн уйăрнă тата çулталăк вĕçĕччен 76 млн тенкĕ яма палăртнă. Вĕрентỹ сферине пĕтĕмĕшле хурăнакан укçа 716 млн тенкĕ.

Ишлĕри ача сачĕпе спорт заллă пуçламăш классене реконструкцилесси вĕçленсе пырать. Унăн хакĕ 118,4 млн тенкĕпе танлашать.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула тĕпрен юсаççĕ (62,5 млн тенкĕлĕх).

Патăрьелĕнчи "Василек" ача садĕнче ăшăпа тивĕçтерес тĕллевпе модульлĕ котельнăйра ĕç пырать. Объект 5,2 млн тенке ларать.

Пуçару проекчĕсемпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача сачĕн тăррине юсамалла, Турханти вăтам шкул пуссине тарăнлатмалла.

Хирти Пикшикри вăтам шкул территоринче универсаллă спорт лапамĕпе тренажер кĕтесĕ вырнаçтарас тата тирпей-илем кĕртес ĕç пырать.

Çак кун 20 вĕрентỹ организацийĕнче 3795 ача, вăл шутран 278-шĕ пуçласа парта хушшине ларчĕç.

 х х х

Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкула кăçал 38 ача çỹрет. Вĕсенчен 4-шĕ пуçласа парта хушшине ларчĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме тăрăшса хатĕрленĕ. Çакна ку тĕлĕшпе муниципалитет округĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп вĕренỹ çурчĕсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнни те уççăн çирĕплетет. Чăваш чĕлхи кабинечĕ те илĕртỹллĕ, лайăххисен йышĕнче. Профсоюз райкомĕ шкулсем хушшинче йĕркеленĕ спартакиадăра та виççĕмĕш вырăнта пулнă коллектив. Вĕренỹ çуртĕнче пуçаруллă ачасен центрне тунă. Картана çĕнĕрен тытнă. Хапхи хăй тĕллĕн уçăлса хупăнать. Пусă чавтарнă тата ытти те.

Пĕлỹ кунĕ ячĕпе шкул директорĕ Лариса Хадарова саламларĕ. Муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова тăрăшуллă ĕçре шкул коллективĕн, ачасен ашшĕ-амăшĕн хастарлăхне палăртрĕ. Пĕрлех Пĕлỹ кунĕпе саламланă май муниципалитет округĕнче кашни сферăра туса пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕ вырăнта мĕнле пурнăçа кĕни çинче чарăнса тăчĕ.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа территори пайĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Петров та саламларĕç, пуçласа шкула килнисене парнесем пачĕç.

 х х х

Тутар Сăкăтĕнчи капăр вăтам шкула кĕме те кăмăллă. Пĕлỹ кунĕ ячĕпе иртекен линейкăна ачасемсĕр пуçне ашшĕ-амăшĕ те йышлă килнĕ. Вĕренекенсен питĕнче хаваслă кулă палăрать. Пуçласа шкул алăкне уçакансене выпускниксем кĕтсе илчĕç

 Кăçал вĕренỹ çурчĕ ачасене пĕлỹ пама пуçланăранпа 105 çул çитет. Унтанпа мĕн чухлĕ ăсчах, тĕрлĕ професси çынни кунтан пурнăç çулĕ çине тухнине шутласа та пĕтереймĕн.

 Уяв ячĕпе ачасене, ашшĕ-амăшне, хăнасене муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, шкул директорĕ Гельнур Сабитова, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Зефер Сабитов, территори пайĕн начальникĕ Динар Козлов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Хайдар Сабитов, Рафик Кадирев хазрат саламларĕç. Тăрăшуллисене Тав хучĕсемпе тата Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Шкул муниципалитет округĕнчи вăтам шкулсен çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленмелли конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Урока чĕнекен пĕрремĕш шăнкăрава 11 класри Динар Мухутдиновпа пĕрремĕшĕнчи Аиша Хасянова пачĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика