Халăха хумхантаракан ыйтусем – тимлĕхре

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2024, 19:38 Просмотров: 88

Августăн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев халăха пăшăрхантаракан ыйтусемпе тỹрĕ лини ирттерчĕ. Икĕ сехет те 7 минута тăсăлнă эфир вăхăтĕнче Олег Алексеевич 34 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ. Унăн тĕп саманчĕсемпе эпир телеграм-каналта онлайн-режимпа тата уйрăм та паллаштарма тăрăшрăмăр. Пĕтĕмĕшле вара ыйтусен шучĕ 300 ытла та пулнă.

Халăха ытларах вĕрентỹ, строительство, проблемăллă объектсене хута ярасси, çулсене юсасси, нумай ачаллă тата Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшасси кăсăклантарчĕ.

 Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсенче çỹп-çапа турттарса каяс ыйтăва çивĕчлетрĕ, Чăваш Енре пурăнакансем патриотла акцисем йĕркеленине ырларĕ. Çавăн пекех шкулсем тăвассипе, хуçасăр чĕрчунсемпе, нумай ачаллă çемьесене, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе пурнăçланакан ĕçсем çинчен те каласа пачĕ.

 Тỹрĕ эфирта социаллă тивĕçтерỹ пирки - 37, хула хутлăхĕ тата хăтлăхĕпе - 37, çул-йĕр тата инфраструктура объекчĕсемпе - 28, физкультурăпа тата спортпа - 26, экологипе - 21, çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăхпа - 20, вĕрентỹпе - 18, медицинăпа - 16, хуçасăр чĕрчунсемпе - 15, транспорт тивĕçтерĕвĕпе - 13, шкулсемпе ача сачĕсене тăвассипе тата юсассипе - 11, ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшассипе - 10, çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе - 8, çул куçăмне йĕркелессипе - 4, бюрократипе - 3, Украинăри ятарлă çар операципе - 3, культурăпа - 2, шалупа - 2, строительствăпа - 2, туризмпа тата канупа - 1, экономикăпа - 1, тарифсемпе 1 ыйту панă, ытти темăсене те хускатнă.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика