Культура министрĕ - Патăрьел муниципалитет округĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2024, 19:39 Просмотров: 79

 

 Чăваш Республикин культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова ĕçлĕ çул çỹревпе Патăрьел муниципалитет округĕнче пулнă. Ведомство ертỹçи Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе тимлекен çумĕпе - финанс пайĕн пуçлăхĕпе Светлана Черновăпа Аслă Чемен территори пайне кĕрекен Тури Чакăра çĕнĕрен тăвакан культура çуртĕнчи тата Пăлапуç Пашьелĕнчи клубри юсав ĕçĕсемпе паллашнă.

 - Тури Чакăри 100 вырăнлă культура çуртне тума 52 миллион тенкĕ уйăрнă. Строительство объектне 2024 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута ямалла. Хальлĕхе кунти ĕçсен 62 процентне пурнăçланă,- палăртнă Светлана Каликова министр.

Çĕнĕ клубра тĕп ĕçсене вĕçленĕ: çурт тăррине витнĕ, урайне бетон ярса тикĕсленĕ, стенасене штукатурка тунă, кантăкĕсене лартнă, электричествăпа çыхăннă ĕçсене те пурнăçланă. Çывăх вăхăтрах алăксене лартмалли, пушар сигнализацине кĕртмелли, сăрламалли, пандус вырнаçтармалли, ăшă системине, вентиляцие туса хута ямалли, стенасене шпаклевка тумалли юлать. Пăлапуç Пашьелĕнчи культура çуртне юсас ĕç вара пĕтĕмпех вĕçленнĕ. Халĕ культура вучахне çĕнĕ сĕтел-пуканпа, техникăпа, сцена костюмĕпе тивĕçтересси çеç юлнă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче "Культура" наци программипе çулсеренех клубсем çĕнелсе, капăрланса пыраççĕ. Кăçал çывăх вăхăтра тепĕр икĕ хăтлăлатнă культура учрежденийĕ халăха йышăнĕ.

 (Хамăр корр.).

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика