Эпир пĕрле чухне салтаксене те çăмăл

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2024, 19:39 Просмотров: 86

Хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине пирĕн территори пайĕнчен 19ăн (6-шĕ мобилизаципе, 13-шĕ контрактпа) хутшăнаççĕ. Ентешсемпе кашни кунах çыхăну тытса тăратпăр, вĕсене май пур таран пулăшатпăр, хавхалантаратпăр, вĕсен хуйхи-суйхипе савăнăçне те пĕрлех пайлатпăр.

Акă, нумай пулмасть çеç Çĕньялта çуралса ỹснĕ тепĕр паттăр салтака - Рудольф Макарова - çар операцийĕнчи паттăрлăхшăн, çар тивĕçне пысăк шайра пурнăçланăшăн Жуков медалĕпе - наградăланă ырă хыпар çитрĕ. Çакă чăн малтанах ашшĕпе амăшĕшĕн, Ирина Николаевнăпа Валерий Ивановичшăн, шкулта ăна тивĕçлĕ воспитани панă вĕрентекенсемшĕн, ял-йышшăн пысăк хавхалану, мăнаçлăх. Пирĕн хушăмăрти паттăрсемпе чăнласах та мухтанмалăх пур.

Рудольф Макаров (сăн ỹкерчĕкре) шкулта вĕреннĕ чухнех хăйне ырă енчен çеç кăтартнă. Педагогсен çемйинчи виçĕ ывăлĕ те тивĕçлĕ воспитани илнĕ. Шкултан вĕренсе тухса алла аттестат илнĕ хыççăнах каччă çирĕп кăмăл-туйăмпа Ленинград облаçĕнчи çар чаçĕнче службăра пулчĕ. Ун хыççăн каллех контракт çырчĕ. Вăл взвод командирĕн çумĕ пулнă, "аслă сержант" звание тивĕçнĕ. Службăра чухне тивĕçнĕ наградисемпе Хисеп грамотисем вăл чăн-чăн тỹрĕ чунлă, тăван çĕршыва чун-чĕререн юратакан салтак пулнине çирĕплетеççĕ те. Çар тумне хывнă хыççăн вара Рудольф Макаров Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕренсе инженер-механик профессине алла илчĕ.

Çĕньял территори пайĕнче пурăнакансем кар тăрса пурнăçламалли кирек мĕнле ĕçе те чун-чĕререн хутшăнаççĕ. Эпир хальхи вăхăтра кашни ялтах пĕр чарăнмасăр тенĕ пек салтаксем валли хỹтĕлев сеткисем çыхатпăр. Анат Тăрмăшпа Çăл Атăксем эрнере икĕ хутчен пысăк йышпа пуçтарăнаççĕ. Çĕньялсем те çак ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Мĕн пурĕ территори пайĕпе виççĕре яхăнах сетка çыхрăмăр, салтаксен йывăрлăхне çăмăллатас, вĕсене пулăшас тĕллевпе мобилизаци пуçланнăранпа халăхран икĕ миллион ытла тенкĕ укçа пуçтартăмăр. Сăваплă ĕçе пурте кар тăрса хутшăнни, кашнийĕ çĕнтерĕве çывхартма хăйсен тỹпине хывни савăнтарать. Çак ĕçе вырăнта старостăсем, культура ĕçченĕсем йĕркелесе, тирпейлесе пыраççĕ. Çĕньялти культорганизатор Надежда Квасова хăйĕн хастарлăхĕпе ку тĕлĕшпе çынсене пысăк хавхалану кỹрет. Сеткăсене, гуманитари пулăшăвĕсене ăсатма, ытти йĕркелỹ ĕçĕсене пурнăçлама пулăшать. Нумай пулмасть çеç салтаксене халăх вăйĕпе кар тăрса утеплительсем, пленка, морозильник, пахча çимĕç тата ытти те парса ятăмăр. Хамăр вăйпах салтаксем патне маларах УАЗ тата çăмăл автомашина та çитернĕ. Эпир Патăрьелĕнчи волонтерсем урлă ентешсем патне парса яракан япаласене йышăнаканни, çакăншăн явапли шăпах Рудольф Макаров. Кашнийĕнчех Рудольф Валерьевич салтаксен ячĕпе ентешсене кучченеçсемшĕн, çарта кирлĕ ытти япаласемшĕн пысăк тав сăмахĕ çитерет.

Кирек мĕнле йывăрлăхра та вăйсене пĕрлештерсен çеç инкек-синкеке сирме пулать. Эпир те яланах хамăр салтаксене май пур таран пулăшма, çĕнтерĕве çывхартма тăрăшатпăр.

 Мария МАДЮКОВА, Çĕньял территори пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика