Упамсасем ял хăтлăхĕшĕн кар тăраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2024, 19:41 Просмотров: 192

Турхан территори пайне кĕрекен Упамсара пурăнакансем ял хăтлăхĕшĕн яланах кар тăраççĕ. Çак ĕçре Игорь Вавилов старостăн хастарлăхĕпе пуçарулăхĕ те пысăк вырăн йышăнать. Игорь Петрович ял-йышпа пĕр чĕлхе тупса тăван тăрăхшăн, унăн хăтлăхĕшĕн сахал мар тăрăшать. Кăçал çеç Упамсара Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программипе икĕ объекта хута янă. Пĕрремĕшĕ - Восточная урама çул сарнă, иккĕмĕшĕ - çар хирĕç-тăрăвне хутшăннисене асăнса халăх вăйĕпе тата патшалăх пулăшăвĕпе мемориал çĕкленĕ. Акă мĕн пĕлтерчĕ ял старости вĕсем пирки хаçат редакцине:

- Ялта пурăнакан кашни çынна унăн малашлăхĕ шухăшлаттарать. Хамăр çуралса ỹснĕ пĕчĕк çĕршывăмăр ан ватăлтăр, хăтлăланса, тирпейленсе пытăр, çамрăксен яла юлма пысăк кăмăл пултăр тесен шăпах паян пурте пĕр шухăшлă пулни кирлĕ. Ку тĕлĕшпе хальхи вăхăтра патшалăх ялсене аталантарма алă тăсса пулăшни те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенчен пĕри - халăх пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе пурнăçланса пыракан ĕçсем. Кăçал эпир, Упамсасем, харăсах пуçару бюджечĕн меслечĕпе икĕ проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Чăн малтанах 450 метр тăсăлакан Восточная урама халăх пая кĕнипе, муниципалитет округĕ тата республика пулăшнипе вак чул сарса хăтлăлатрăмăр. Халĕ çак çулпа иртсе çỹреме те кăмăллă. Малашне кунта пурăнакансене кĕрлĕ-çурлă çанталăк та хăратаймĕ.

 Пысăках мар Упамса ялĕнчен çар хирĕç-тăрăвне хутшăнакан салтак сахал мар. Шел пулин те хăшĕн-пĕрин шăпи синкерлĕ çаврăнса тухрĕ. Çĕршыв паттăрĕсене асра тытса ял халăхĕ мемориал çĕклеме шут тытрĕ. Ăна та пуçару бюджечĕн программи пулăшнипех туса пĕтертĕмĕр. Никĕс янă, сăрланă, брусчатка айне тикĕсленĕ чухне тата ытти ĕçсенче те ял халăхĕ пĕр çын пек кар тăчĕ. Сăваплă ĕçре Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Манзуркин пысăк пулăшу панине те палăртса хăварасшăн. Халĕ çак вырăн ял илемĕ пулса тăчĕ. Палăк патне пыракан çул çинчи каçмана та икĕ айккине тимĕрпе чĕнтĕрлесе капăрлатрăмăр, кунтанах палăк умне çитиччен брусчатка сарнă, çутă кĕртнĕ. Йĕри-тавра ларса канмалли саксем те вырнаçтарнă. Ĕлĕкхи шкул пулнă лапам паян Упамсасемшĕн хăтлă вырăн пулса тăчĕ. Юнашарах ял ФАПĕ вырнаçнă.

 Мемориал çумĕнчи тепĕр пушă вырăна вара Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов хăтлăх кỹме пулăшрĕ, ялти пĕчĕк шăпăрлансене савăнма, вăхăтне ирттерме ача-пăча лапамĕ парнелерĕ. Ăна та ял халăхĕн вăйĕпе тирпейлесе вырнаçтартăмăр.

 Альбина ЕГОРОВА çырса илнĕ

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика