Пушара вăхăтра сỹнтернĕ, ачасене инкекрен çăлнă

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2024, 19:48 Просмотров: 209

 Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Çапах та тепĕр чухне пăтăрмах сиксе тухма пултарнине сиссен васкавлă йышăну туни, çийĕнчех пулăшу службине шăнкăравласа пĕлтерни вырăнлă. Ун пек чухне кашни самант шутра... Тунтикун Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи 26-мĕш çуртра та чутах пăтăрмах пулман. Пĕрремĕш хутри балконран тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланма пуçланине, вăл вăйлансах пынине кантăкран асăрхасан Перекет банкĕн сотрудникĕ Алсу Салихова пĕр тăхтаса тăмасăр чăн малтан "112" службăна шăнкăравланă. Ун хыççăн инкек пулма пултаракан вырăна хăй те тухса чупнă.

- Ĕç кунĕнче çак çуртсенче ытларах никам та çук. Çавăнпа тỹрех инкек пулма пултаракан вырăна тухса чупрăм, подъезда хыпаланса кĕрсе хваттер алăкĕ патнелле пытăм. Унта çул çитмен икĕ пĕчĕк ача урама тухасшăн тăрмашнине илтрĕм. Вĕсене подъезд умĕнчи сак çине илсе тухса лартрăм, амăшĕ киличчен вĕсемпех пултăм. Патăрьелĕнчи пушар службин сотрудникĕсем те çийĕнчех çитрĕç, питĕ операвтивлă ĕçлесе пушара малалла амаланма памарĕç,- каласа парать банк ĕçченĕ.

Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Владимир Яковлев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çак кун службăра Андрей Кириллов караул начальникĕ, Константин Пыркин пожарнăй тата Владимир Ахмеев водитель пулнă. Хыпар илнĕхыççăн питĕ хăвăрт вĕсем пушар тухнă вырăна çитнĕ, профессилле ăсталăхпа ăна сỹнтернĕ.

Мухтав Турра, инкек синкерлĕ вĕçленмен. Пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков вут-кăвар сăлтавне малалла тĕпченине, çак ĕçпе ятарлă службăсем ĕçленине пĕлтерчĕ.

Хальхи вăхăтра ялсенче уй-хир, пахча ĕçĕсене тирпейлесси малалла пырать. Кирек мĕнле пулсан та çул çитмен ачасене килте хăйсем тĕллĕн кăна шанса хăвармалла мар.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика