Масарсен картисене çĕнетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2024, 19:49 Просмотров: 208

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче вăй илсе пыракан пуçару бюджечĕн программипе пурнăçланса пыракан ĕçсем тĕрлĕ енлĕ. Акă, нумай пулмасть çеç Тăрăн территори пайне кĕрекен Кĕçĕн Патăрьелĕнчи тата Нăрваш Шăхаль территори пайĕнчи Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи ял масарĕсен картисене шăпах çак меслетпе çĕнетрĕç.

 Кĕçĕн Патăрьелĕнчи масар картине йĕри-таврах (362 метр) профнастилпа тытса çаврăнчĕç. Подрядчикĕ - "Чистое село" пĕрлешỹ. Ĕçĕн хакĕ - 1 миллион та 74 пин тенкĕ. Республика бюджетĕнчен 644 пин тенкĕ, муниципалитет округĕн хыснинчен 200 пин тенкĕ кайнă. Халăх пуçарулăхĕпе çак ĕçе пурнăçлама 230 пин тенкĕ пуçтарнă. Сăваплă вырăнта маларах масар çуртне пĕрлехи вăйпа çĕнетнĕччĕ.

Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи масар таврашĕ те хăтлăланчĕ. Кивелнĕ картана çĕнетес тĕллевпе те халăх хăйĕн пуçарулăхĕпе 128 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Проект 609650 тенке ларнă. Çывăх вăхăтра ял çыннисем масара кĕрекен хапхине те хăйсен вăйĕпех çĕнетесшĕн.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи кашни ялтах сăваплă вырăнсене - масарсене - кирлĕ пек пăхса, тирпейлесе тăрасси, вĕсен картисене çĕнетесси, хапхисене улăштарасси, кивелнĕ, хăрнă йывăçсне касасси - территори пайĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Юлашки çулсенче чăнах та масар таврашне хăтлăх кỹрес тĕлĕшпе вырăнсенче начар мар ĕçлесе пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе предпринимательсем, уйрăм хастарсем хăйсен тỹпине çак парахатарлă ĕçе хывнине те палăртса хăвармалла.

Альбина НИКОЛАЕВА

Яндекс.Метрика