Вăрă вăрлать те хăварать, пушар вара...

Категория: Публикации Опубликовано: 27.09.2024, 19:09 Просмотров: 21

ÇĔНЬЯЛТА пĕччен кинемей пурăнакан хуçалăхри вут-çулăм инкекĕ ватă çыншăн чăн-чăн хуйхă пулса тăнă. Пушарта çурт-йĕрĕ те, хуралтисем те юрăхсăра тухнă. Пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, инкекĕн сăлтавĕ - кивелнĕ электричество пăралукĕсем.

Нумай пулмасть тата Упамсара выльăх апачĕ пĕçерекен пĕчĕк тимĕр кăмакаран чутах пысăк пăтăрмах пулман. Кăвар сиксе ỹксе юнашарах выртакан ăпăр-тапăра, хăмасене тивсе илнĕ. Юрать-ха, вут хыпса илнине вăхăтра асăрханă, ăна малалла алхасма паман. Маларах çакнашкал тĕслĕх Шăнкăртамра та пулса иртнĕ.

 Иртнĕ вырсарникун Первомайскинчи усă курман, пушă хуралтăра пушар тухнă. Вут-кăвар серепинче юнашарах ларакан ВАЗ-2112 çăмăл автомашина, çавăн пекех унтан аякра мар хунă икĕ тонна яхăн утă çунса кайнă. Инкекĕн сăлтавне специалистсем тĕпчеççĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков çĕр улми аврине, хыт-хурана çунтармала мар пирки те асăрхаттарать. Юлашки вăхăтра граждансене çак сăлтавпа сахал мар штраф панă. Пушар хăрушлăхĕ уйрăмах пысăк тапхăрта урамра тĕтĕм-сĕрĕм кăларса улма аврине çунтаракан граждансене 10-шар пин тенкĕ штраф тỹлеттереççĕ. Юридика пĕлтерĕшлисене 200 пин тенкĕ таранах. Штрафа 60 кун хушшинче тỹлемесен вăл икĕ хут ỹсет!

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика