Паттăрпа куçа-куçăн калаçнă

Категория: Публикации Опубликовано: 27.09.2024, 20:19 Просмотров: 99

Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Украинăри ятарлă çар операцийĕн участникĕпе Георгий Куделинпа тĕл пулу иртнĕ. Георгий Александрович çак шкулта пĕлỹ пухнă. Халĕ кĕске вăхăтлăх отпуска килнĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла. Неонацистсене хирĕç çемьерен вĕсем виçĕ пĕр тăван алла хĕç-пăшал тытнă. Шел, Серафим шăллĕ паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Унăн виçĕ награда пулнă. Тăваттăмĕшне амăшне çеç парайнă.

Кирилл та харсăрлăхпа палăрать.

Вĕренекенсем аслă пиччĕшне тимлĕн итленĕ. Хăйсене интереслентерекен ыйтусене панă. Тытăçусене мĕнле кĕни, мĕн çини, çар пурнăçĕ кăсăклантарнах çитĕнекен ăрăва.

 Ачасен çырăвĕсем çĕршыв хỹтĕлевçисем патне çитнине палăртнă Георгий Александрович. Тăван кĕтесрен пыраканскерсем салтаксен чунĕсене ăшăтнине, вĕсене хавхалантарнине пытарман.

Чăн-чăн паттăрсем пирĕн хушăрах пурăнаççĕ. Çакна çирĕплетнĕ ачасем. Çитĕнекен ăрăва çĕршывшăн усăллă çын пулса çитĕнме сĕннĕ Георгий Куделин. Арçын ачасен çĕршыв хỹтĕлевçи пулмаллине палăртнă. Ĕçре пиçĕхни, спортпа туслă пулни питех те кирлĕ. Шкул программине "Тăван çĕршыва сыхлассипе хăрушсăрлăх никĕсĕсем" предмета кĕртнине, çавна май пуçламăш çар хатĕрленĕвне тата пирвайхи пулăшу памалли хăнăхусене алла илмешкĕн май туса панине ырланă.

 Ачасем паттăра тăван кĕтесе хăвăрттарах çĕнтерỹпе таврăнма суннă.

Людмила КОШКИНА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика