Йĕрке пуриншĕн те пĕрре: ăна пăхăнмаллах!

Категория: Публикации Опубликовано: 27.09.2024, 20:20 Просмотров: 24

 Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çĕр ĕçĕпе ĕçлекенсен те, килти хушма хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх тытакансен йышĕ те ỹссех пырать. Çапах та çемье бюджетне пуянлатмалли кирек мĕнле ĕçре те йĕркене, саккунсене пăхăнмалла. Çавăн пекех кỹршĕ-аршăшăн та лайăх мар лару-тăру туса хумалла мар. Йышлă выльăх усракансен уйрăмах ветеринари йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Çак кунсенче, акă, Патăрьел муниципалитет округĕнчи ветеринари службин тĕп тухтăрĕ Петр Ефимов тата округ администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн ятарлă специалисчĕсем çыру йĕрĕпе Шăнкăртама кайнă, нумай лаша усраса кỹршисене тĕрлĕ енлĕ чăрмав кỹрекенсен условийĕсене тĕпченĕ.

 Ятарлă ушкăн тĕрĕслевпе хуçалăха çитсен çакна палăртнă. Çурт хыçĕнчи картара пĕр çултан иртнĕ 35 лаша тăнă. Вĕсене усрама, уçăлса çỹреме 180 тăваткал метр лаптăк пур. Комисси лашасене усракан вырăн кỹршисем пурăнакан çуртран мĕн чухлĕ метрта вырнаçнине, картисен çỹллĕшне тата ыттине те тĕпченĕ... 2024 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Раççей ял хуçалăх министерствин приказĕпе килĕшỹллĕн вăя кĕнĕ саккунпа кил хуçипе ветеринари йĕркине пăхăнмалли пирки калаçу ирттернĕ, нумай лаша усранă чухне саккунпа килĕшỹллĕн выльăхсен вити кил-çуртран миçе метр аякра пулмаллине, тислĕкне кирлĕ пек купаласа пымаллине, шăна-пăван алхасасран йĕркене пăхăнмаллине, санитари правилисене çирĕп пурнăçламаллине ăнлантарнă.

 Кил хуçи комисси членĕсене 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен выльăх йышне чакарма, ветеринари йĕркине пăхăнма шантарнă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика