Хĕл ăшă та тутă килтĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 27.09.2024, 20:21 Просмотров: 18

Муницпалитет округĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçма мĕнле хатĕрленине тĕрĕслес тĕлĕшпе ятарлă хушу кăларнă, комисси членĕсене çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн яваплă çынсем вырăнсенче пулчĕç.

Чи малтанах вĕсем акционерсен хупă "Батыревский" пĕрлешĕвне çитрĕç. 2023 çулхи кăтартусемпе муниципалитет округĕнче "Выльăх-чĕрлĕх пăхакан чи лайăх ĕçчен" ята тивĕçнĕ Алевтина Полякова ферма заведующийĕ ертсе пыракан коллектив пирки ыррине çеç палăртмалла. Кунта выльăх-чĕрлĕх йышĕ те курăмлă. Вĕсенчен продукци илесси те кăтартуллă. Сăвăнакан 400 ĕне фермăра. Кашнийĕшĕнчен 8 уйăхра 6635 килограмм сĕт илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрти кăтарту 6172 килогрампа танлашнă. Пăру илессипе те аван ĕçлеççĕ. Пĕлтĕрхинчен самай ытларах. Талăкри ỹт хушаслăх та савăнтарать. 793 грампа танлашать.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче 20 çын тăрăшать. Вырăнтах уйăхсерен 50-55 пин тенкĕ шалу илсен Мускав айккинче тăтăр. Ай сарăм валли хăма кĕрпи хатĕрленĕ. Сенаж хунă. Çак кунсенче кукуруза вырма пуçăнасшăн. Унран силос хатĕрлеме траншея тунă. Выльăхсене апат хутăшĕ çитереççĕ.

Тутар Тимешĕнчи Марс Салихов пултарулăхĕнчен тĕлĕнмелĕх те, савăнмалăх та пур. 2021 çулта йĕркелерĕ вăл фермер хуçалăхне. Патшалăх пулăшăвне илсе 250 пуç вырнаçмалăх вите хута янă. Халĕунта туллиех выльăх.

Аш-какайлăх ăратлă вăкăрсем самăртаççĕ. Пăрулакан ĕнисем те пĕрле. Вĕсенчен сĕтне сумаççĕ. Амăшĕсем пăрăвĕсене ỹстерсенех тепре йăхаççĕ. Каллех çамрăк выльăх хутшăнать. Витере те, уçă çĕрте те апат хурса параççĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла. Кунта халиччен усă курман çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртсе курăк, тĕш тырă çитĕнтереççĕ.

Фермер хуçалăхĕ йĕркелени 22 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме май панă.

Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Александр Шаймин хресчен фермер хуçалăхĕ те хĕле хатĕр. 234 пуçа çитернĕ кунта самăртакан выльăхсене. Ытларах вăкăр тата лаша тытаççĕ. Тỹлевĕте лайăх. Анчах вырăнти халăх куллен ĕçе утма хирĕçленине палăртать Александр Петрович. Ютран килекенсене услови туса панă. Пурăнмалли пỹлĕмсем пур. Кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Ферма çурчĕ умĕнче помидор, хăяр, тутлă пăрăç таранччен çитĕнтернĕ. Чечек лартнă.

Ыхра Çырминчи Ильдус Карнеевăн та малашлăх ĕмĕчĕсем пысăк. Вăл кăштах аталаннă пăрусене туянса самăртать. 56 гектар çĕрĕ пур. Лаша усрамалли вырăн янтăласшăн. Уй-хирте ĕçлемелли техникисем çителĕклĕ.

Решид Санзяпов фермер хуçалăхĕнче 280 ĕне. Кашнийĕшĕ 30 литртан кая сĕт памасть. Ỹсĕм çулĕ çине тăма çăмăл пулман. Малтанхи çулсенче сăвăм пĕчĕккĕ пулнă. Ăратпа ĕçлеме тивнĕ. Вĕсем те шанăç паман. Апат пахалăхĕ тивĕçтермен иккен. Мари Эл Республикинчен туянса килнĕ ĕнесем çинче чарăннă. Апат рационне те вĕсен технологĕсене хатĕрлеттерме ыйтнă.

- Ĕнен чĕлхи çине апат хумасан продукци илейместĕн. Кăштах "Премикс" çеç ан пар, сăвăм çухалать. Выльăх патĕнче те шанчăклă, хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлакансем кирлĕ. Апат çителĕклĕ хатĕрлерĕмĕр. Ку енĕпе кăçал пĕр шухăшсăр хĕл каçатпăр. Кĕтĕве çĕнетсе пыма пушмак пăрусем ỹстеретпĕр. 78 пуç çитĕнет. Март-апрель уйăхĕсенче пăрулама тытăнмалла. Лайăх ĕне тăвас тесен сахалтан та 3 çултан кая мар кирлĕ,- тет фермер хуçалăх ертỹçи Решид Шейхуллович.

Выльăх-чĕрлĕх патĕнче юлхав çын ĕçлеймест. Вăхăтра апат памалла вĕсене. Шывран татăк тăратмалла мар. Тăварĕ те, ытти хутăшĕсем те кирлĕ. Илнĕ продукцие вăрах упраймастăн. Сĕте куллен ăсатмалла. Кĕр кунĕнче те çу уйăхĕ евĕр çанталăк тăнăран ура айĕнчи курăка хĕл валли хатĕрлеме май тупмаллах. Сивĕсем çитиччен юлнă юсав ĕçĕсене вĕçлемелле. Фермерсен, ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ ăнсан муниципалитет округĕн экономики те тĕрекленет, халăх пурнăçĕ те лайăхланать. Кĕр тулăх килнĕ евĕр сĕт-çупа аш-какай çителĕклĕ çитĕнтерер.

Рейд бригади:

Юлия СЕЛИВАНОВА, муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, администрацин экономика, ял хуçалăх, инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ, комисси председателĕ;

Петр ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци начальникĕ, председатель çумĕ;

Зоя ТЕЛЕГИНА, администрацин экономика, ял хуçалăх, инвестици ĕç-хĕл пайĕн специалист-эксперчĕ, комисси секретарĕ;

Альбина АСТРАХАНЦЕВА, "Авангард" хаçат ĕçченĕ

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика