Сывă пурнăç - ăнăçу никĕсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.09.2024, 20:22 Просмотров: 146

 Пĕтĕм Раççейри "Наци кросĕ-2024" чупу стартне Патăрьел муниципалитет округĕнче 4000 ытла çын тăнă.

Вăл ăмăрту çеç мар, кăмăл-туйăма лайăхлатма пулăшать, вăй-хал кĕртет. Кăçалхи вара шăпах Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионра чăн-чăн уяв пекех иртнĕ.

Кроса хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, депутатсен Пухăвĕн председателĕ, больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков саламланă. Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ кроса тăракансен хастарлăхĕ пысăк пулнине палăртнă. "Çакă вăл спорт пулăмĕ çеç мар, çынсене те çывăхлатать",- тенĕ Рудольф Васильевич.

Чупу стартне малтанах VIP, унтан территори пайĕн начальникĕсем кар тăнă. Шкул çулне çитмен ачасен - çамрăк спортсменсен - пăшăрханăвĕ ашшĕ-амăшĕ, воспитательсем, куракансем çине те куçнă.

Пурте стартра хăйсен чăтăмлăхне чемпион евĕр кăтартса çĕнтерỹ патне ăнтăлнă.

Мала тухнисемпе призерсене кубоксемпе, медальсемпе, дипломсемпе чысланă.

"Наци кросĕ" - çĕршыври кĕркуннехи анлă спорт мероприятийĕсенчен пĕри. Унăн тĕллевĕ - сывă пурнăç йĕркине сарасси, Раççей гражданинĕсене физкультура занятийĕсене явăçтарасси пулса тăрать. Вăл "Демографи" наци проекчĕн "Спорт - пурнăç норми" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртет.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика