Террорла хăрушлăхран та, çул-йĕр çинчи аварирен те асăрханмаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 27.09.2024, 20:29 Просмотров: 19

 Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин анлă ларăвĕнче хускатнă ыйтусенчен пĕри - Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи вĕрентỹ учрежденийĕсенче террорла тата криминаллă хăрушлăхран асăрханса пурнăçлакан ĕçсем пирки пулчĕ. Вĕсемпе муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова паллаштарчĕ.

Муниципалитет округĕнче ку тĕлĕшпе профилактика мероприятийĕсене йĕркелесех пыраççĕ. Чăн малтанах кашни коллективра террорла инкекрен хỹтĕленме инструктаж ирттереççĕ, тренировкăсем йĕркелеççĕ, тухмалли тата кĕмелли тĕп алăксене, пỹлĕмсене, автотранспорт кĕрсе çỹрекен çула тĕрĕслеççĕ, пропуск режимне пăхăнаççĕ, вĕрентỹ учрежденийĕнчи дежурнăй службипе полицин дежурнăй пайĕн çыхăнăвне, сигнал кнопкине тĕрĕслесех тăраççĕ тата ытти те.

Унсăр пуçне Ирина Петровна докладĕнче шкулсенче хăйсен, ведомствăна пăхăнман е уйрăм предприятийĕн хуралĕн вăйĕпе хăрушă лару-тăрăва сирмеллине, здание кĕрекен кашни палламан çынна тĕрĕслемеллине те палăртрĕ. Сигнализаци системи, сăнав камери кашни вĕренỹ учрежденийĕнчех пур. Патăрьел муниципалитет округĕнчи кашни вĕрентỹ объекчĕ пăшăрхантаракан хыпара çийĕнчех ведомствăна пăхăнман хурал подразделенине çитермелли хатĕрсемпе çыхăнтарнă.

Çавăн пекех пĕлỹ çурчĕсенче администраци, дежурнăй-учительсем, техника персоналĕ, штатлă хуралçăсем тĕрĕслевпе пропуск режимĕпе обществăлла йĕркене пăхăнассине йĕркелесе тăраççĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта сасă хыпарлавĕн системине (речевое оповещение) лартнă, 62 камера ĕçлет.

2023 çулта террора хирĕçле мероприятисем йĕркелеме шкулсене 7500 пин тенкĕ, ача сачĕсене 2925 пин тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă.

 Комисси ларăвĕнче сỹтсе явнă тепĕр ыйту та паянхи кун çивĕччисенчен пĕри. Вăл çул çинче ачасемпе пулакан инкексене чакарасси, çак тĕллевпе ĕçе кирлĕ пек йĕркелесси. Ку тĕлĕшпе Юхмапа Пăла тăрăхĕчи лару-тăру пирки РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн аслă инспекторĕ Андрей Волков паллаштарчĕ. 2024 çулхи январь-август уйăхĕсенче 18 çул тултарман ачасем хутшăннипе пулнă 6 аварие шута илнĕ. Вĕсенче вилнисем çук, çапах та 9-шĕ суранланнă. Августра çеç мопедпа тата питбайкпа çул çинче икĕ ача инкек курнă. Иккĕшĕн те водитель удостоверенийĕ пулман.

Аса илтеретпĕр:

РФ КоАПăн 12.7 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн транспортпа çỹреме ирĕк паракан документ пулмасан 5 - 15 пин тенкĕ таран штраф тỹлеме тивет. Енчен те водитель удостоверенийĕ пулманнине шута илмесĕр ачана транспортне çỹреме паракан ашшĕне те РФ КоАПăн 12.7 статйин 3-мĕш пайĕпе 30 пин таран штраф параççĕ.

Пĕлме

Кросс мотоциклĕсем, питбайксем спорт инвентарĕ шутланаççĕ, вĕсемпе обществăлла çул-йĕр çинче ярăнма юрамасть. Ятарлă спорт трассипе лапамсенче çеç тренировкăна тухаççĕ. Спорт инвентарĕсен фара, тĕкĕр, пăрăнмаллине кăтартакан çутă та çук.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика