Лидия Ковалюк (Антипова) Алманчă ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Уль- янов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлĕвне малалла тăснă.
Лидия Ковалюк республикăри писательсен "Хурăнташ" канашĕн председателĕн çумĕнче вăй хурать. Хастар çыравçă - Раççей Журналисчĕсен тата Раççей Писателĕсен канашĕн членĕ. Литературăри пултарулăхĕшĕн тата тăрăшулăхĕшĕн Лидия Ковалюка Раççей Федерацийĕн Писательсен канашĕн Хисеп грамотипе чысланă. Кăçал Лидия Алексеевна ЧР Культура министерствин Тав хутне тивĕçнĕ.
Пултарулăхĕ ача чухнех палăрнă. Шкул çулĕсенче вăл малтанхи сăввисене стена хаçатĕнче пичетленĕ. Ỹсерехпе районти "Авангард" хаçатпа туслă çыхăну тытнă.
Ентеш - "Ырă кун", "Тавах, ачам", "Çурхи вăй", "Шурă акăш", "Юрату çăлкуçĕ", "Саккăрăн - саккăрла", "Пурнăç тинĕсĕ", "Исканий не окончен шаг..." кĕнекесен авторĕ. Унăн хайлавĕсем шкул программине те кĕнĕ.
Лидия Алексеевна юмахсем, балладăсем, легендăсем те çырать. Лидия Ковалюк хăйĕн хайлавĕсенче тĕрлĕ тема хускатать. Юрату ачашлăхĕ, хĕрарăм çепĕçлĕхĕ, ырă кăмăллăх... Çавăн пекех унăн пултарулăхĕнче тăван ял, çуралнă кĕтес тĕп вырăн йышăнать. Хăй чупса ỹснĕ тавралăхшăн тунсăхлани, чун-чĕрипе яланах унта пулни туйăнать унăн сăввисенче. Çак кунсенче ентешĕмĕр тăван ялта пулчĕ. Тĕл пулу хаваслă, кăмăллă иртрĕ.
Лариса ХАДАРОВА
Ноябрь 2024 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
28 | 29 | 30 | 31 | 1
|
2 | 3 |
4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 |
11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 1 |