Сарă, шурă, хĕрлĕ çеçкесем, куçа илĕртеççĕ вĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 05.10.2024, 20:58 Просмотров: 345

 Шăхачри Тетинсен çурчĕ умĕ çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен чечексем ăшĕнче. Декабрь уйăхĕнче 70 çул тултаракан Галина Николаевна вĕсене питĕ юратать, çавна май пỹртре те, урамра та ỹстерет. Йĕри-тавра та тирпейлĕх хуçаланать. Ахальтен мар ĕнтĕ хуçалăх Шăхачри "Чи хăтлă хуçалăх" ята тивĕçнĕ. Нумай пулмасть вара муниципалитетри "Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацире иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

- Чечексене питĕюрататăп. Вĕсем манăн пỹртре те нумай. Çулла килти ĕçсене вĕçлесен пахчана тухатăп та çеçкесене пăхса киленетĕп. Манăн йăмăкăн, Юлия Сулагаеван, вĕсем тата нумай, - тет кăмăллăн çеç Галина Тетина.

 Юрий Ивановичпа Галина Николаевна ĕмĕр тăршшĕпех хуçалăхра ĕçленĕ. Кил хуçи 35 çул бригадирта тăрăшнă, çурт ăшшине упраканĕ 42 çул ферма утнă.

 Шкултан 8-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăнах витене сукмак хывнă. Малтан ĕне сунă. Комплекс тунă хыççăн вĕсене унта илсе кайрĕç, эпĕ вăкăрсем пăхма пуçларăм. Пенсие кайичченех ĕçлерĕм. Кайран 2-3 уйăх та фермăна каяс килнипе ыйăх çуккипе нушалантăм. Чунăм пĕр вĕçĕм çавăнталла туртатчĕ. Маншăн ĕç вырăнĕ иккĕмĕш кил пулнă, - тет Галина Тетина. Тăрăшулăхне кура вăл тĕрлĕ шайри наградăна тивĕçнĕ.

 Галина Николаевна Шăхач хĕрех пулнă. Мăшăрĕпе пĕр класра вĕреннĕ. Туслă çỹренĕ вăхăтра савнă çыннине салтака ăсатса янă, кĕтсе илнĕ. Кайран çемье çавăрнă. Çурт та, хуралтă та тунă. Сăмах май, 3-4 çул каялла витесене тепĕр хут çĕнетнĕ. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитани панă, çемьелентернĕ. Халĕ хисеплĕ мăшăр тăватă мăнукĕпе савăнать. Мĕн ачаран ĕçе хăнăхса ỹс- нĕрен

 Тетинсем пушă тăма юратмаççĕ. Вĕсен хуçалăхĕнче яланах выльăх-чĕрлĕх нумай пулнă.

- Выльăхсăр пурăнса курман. Иртнĕ çул та виçĕ ĕнеччĕ, халĕ пĕрре кăна. Пĕрне тапнипе сутнăччĕ, тепри чирлесе вилчĕ. Çывăх кунсенче тепре туянасшăн. Хурсем, бройлерсем йышлă усратпăр. Çуркуннепе кĕркунне икшер сысна илетпĕр, - терĕ калаçăва тăснă май кил хуçи мăшăрĕ.

Хĕле валли утă хатĕрлессипе йывăрлăх çук. Мăшăрăн виçĕ гектар çĕр пур. Курăк çулма, пухма тата ытти çĕр ĕçĕсене пурнăçлама хĕрĕн мăшăрĕ Андрей Ляпкин пулăшать. Çăмăлтараххисене, мотоблокпа тума май пуррисене, çемье пуçĕ хăйех тăвать.

Шăкăл-шăкăл калаçса, ачисемпе мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнса, чечексен илемĕпе киленсе пурăнаççĕ Тетинсем.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Февраль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 1 2

Яндекс.Метрика